Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
4 Апрелӗн 2023, 11:15

Иван Яковлев çутта кăлараканăмăр хывнă халалсем çине таянса ĕçлер

Март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Туслӑх ҫуртӗнче И.Я. Яковлевăн 175 çулхи юбилейне халалласа «Иван Яковлев – çамрăксен чĕринче» регионсен шайӗнче ҫамрӑксен ll форумӗ иртрĕ.

Иван Яковлев çутта кăлараканăмăр           хывнă халалсем çине таянса ĕçлер
Иван Яковлев çутта кăлараканăмăр хывнă халалсем çине таянса ĕçлер

Мероприятие Чӑваш Енри муниципаллă округсенчен, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен (Пушкăртстан, Тутарстан республикисем, Пенза, Самар облаçĕсем тата ыт.те) ҫамрӑксем йышлăн пуçтарăнчĕç. Пушкăртстан делегацийĕн йышĕнче форумра тăваттăн, Иглин районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Владимир Спиридонов, Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕнче тăван чĕлхе учителĕ пулса ĕçлекен Лина Исакова, ПР Çамрăксен пĕрлĕхĕн культурăпа массăллă мероприятисем ирттерессишĕн яваплă Диана Дмитриева тата эпĕ, ПР Çамрăксен пĕрлĕхĕн председателĕн Ĕпхÿ хулинчи çумĕ Татьяна Родионова, пултăмăр.
Форума пуçтарăннисене сцена ăстисем фойерех юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Çакă пире яра кун тăршшĕпех туслăхпа пĕрлĕх сĕмĕ парнелерĕ.
Мероприятие хутшӑнакансене саламласа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова, Раҫҫей Федерацин Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, общество ӗҫченӗ, публицист, ҫыравҫӑ тата хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ Виталий Станьял тата ыттисем те сӑмах каларӗҫ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗн ертӳҫи Алексей Енейкин уҫрӗ. Вăл Чăваш наци конгресĕн ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчĕ.
Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи чăваш çамрăкĕсем ахальтен Шупашкара çитиех çула тухман. Форумра чăваш чĕлхипе культурине, историне упраса хăварассипе çыхăннă, пурне те тахçантанпах канăç паман çивĕч ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Нумайăшĕ, çав шутра эпир те, чăваш интеллигенцийĕн çутă тĕслĕхĕсенчен пĕри шутланакан И.Я. Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен докладсем хатĕрлесе килнĕ.
Форум ĕçĕнче тăван чĕлхене упраса хăварма пулăшакан тĕп шухăшсемпе пуçарусене палăртрăмăр. Нумайăшне шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентме сехетсем сахал уйăрни пăшăрхантарать. Ачасем хуласенче çеç мар, ялсенче те вырăсла калаçса ÿсеççĕ. Ку, паллах, чăвашла сăмахлакансен шучĕ, каярах халăх йышĕ те чакасси патне илсе çитерет.
Кăткăс лару-тăруран тухмалли çул-йĕр епле пулмалла? В.П. Станьял чĕлхеçĕн сăмахĕсемпе калас пулсан, никĕсĕ пирĕн пур. Ăна И.Я. Яковлев çутта кăлараканăмăр XIX ĕмĕртех хывнă. Пирĕн ун çине таянса малалла хастар ĕçлемелле, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕхсем урлă хамăр чăваш пулнишĕн мăнаçланма вĕрентмелле, çамрăксене пĕр тĕвве пухма пулăшакан культурăпа массăллă мероприятисем, фестивальсем йĕркелемелле. Сăмахран, пирĕн, Пушкăртстанри Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тăван чĕлхене начар пĕлекенсене чăвашла вĕрентесси шутланать. Хальхи условисенче çакă чăннипех те питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕç тесе шутлатăп.
Регионсен шайӗнчи ҫамрӑксен ll форумӗ резолюцие йышăннипе вĕçленчĕ. В.П. Станьял ăсчах ăна Раççей Президенчĕ патне ярса пама сĕнчĕ.
Çамрăксен форумĕ чăваш халăх историпе культурине, чĕлхине аталантарас тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас енĕпе пĕлтерĕшлĕ утăм пулса тăчĕ. Вăл çамрăксем хăйсен культурине упраса малалла аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывма хатĕррине çирĕплетсе пачĕ.
Çак ĕçлĕ çул çÿреве çитсе килме пире ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева тĕрлĕ майлă пулăшу пачĕ. Çакăншăн ăна пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пушкăртстанри çамрăксен пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлĕ те Ирина Витальевна тĕрĕс те пĕлсе йĕркеленипе пулса пырать. Республикăри пур чăваш çамрăкĕсем те пĕр тĕвве пуçтарăнса ĕçлесен питĕ тухăçлă пулмалла. Пĕрлĕхре – пирĕн вăй. Пĕрле пулсан çитĕнÿсем те пулĕç, пире ытти халăхсем тата та ытларах хисеплĕç.
Татьяна РОДИОНОВА, ПР Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн председателĕн çумĕ.

Диана Дмитриева. Эпĕ – Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн 2 курс студенчĕ, çамрăксен пĕрлĕхĕнче манăн хамăн тивĕç. Эпĕ культурăпа массăллă мероприятисем ирттерессишĕн яваплă çын шутланатăп. Шупашкар хулинче иртнĕ «Иван Яковлев – çамрăксен чĕринче» регионсен шайӗнче ҫамрӑксен ll форумне хутшăнма тивĕçлĕ пулнишĕн чунтан савăнатăп.Форумра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчи чăваш пĕрлĕхĕсен хастарĕсемпе, вĕсен ĕç опычĕсемпе паллашрăмăр. Çакă пире малашнехи ĕçре питĕ кирлĕ пулĕ.
Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, чăваш алфавитне йĕркелекенĕ, çырулăхне аталантараканĕ. Пирĕн ун ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалла. Хăвăн чĕлхÿне, мăн асаттесемпе асаннесен культурине, йăли-йĕркине пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Форумра çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă ыйтусене те çĕклерĕç. Ман шутпа, кун пек мероприятисем ирттерни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çамрăксене пĕрлештереççĕ. Пĕрле пулсан çеç эпир хамăр культурăна сыхласа малалла аталантарма пултаратпăр.

Иван Яковлев çутта кăлараканăмăр           хывнă халалсем çине таянса ĕçлер
Иван Яковлев çутта кăлараканăмăр           хывнă халалсем çине таянса ĕçлер
Иван Яковлев çутта кăлараканăмăр           хывнă халалсем çине таянса ĕçлер
Иван Яковлев çутта кăлараканăмăр           хывнă халалсем çине таянса ĕçлер
Иван Яковлев çутта кăлараканăмăр хывнă халалсем çине таянса ĕçлер
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: