Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
4 Апрелӗн 2023, 11:00

Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Апрель уйӑхӗн 1-мĕшĕнче республикăри Туслăх ҫуртӗнче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн Президиум ларăвĕ иртрӗ. Ку тӗлпулу кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ пулăм мар, Канашӑн Уставӗпе килӗшӳллӗн унӑн ларӑвӗсем кашни виҫӗ уйӑхра пӗр хут иртмелле.

Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Унта кун йӗркипе малтанах ҫирӗплетнӗ ыйтусем пулчӗҫ. Вӗсен шутӗнче ветерансен комиссин ертӳҫи Борис Гордеев отставкăри полици полковникĕ ҫывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа пуҫарнӑ патриотизм темипе тата ветерансемпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ социаллӑ проектсене мӗнле пурнӑҫа кӗртнипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Пушкӑртстан Республикинчи Чăваш çамрӑкĕсен пĕрлĕхӗн хастарӗсем Станислав Ивановпа Татьяна Родионова организацин ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ плансем ҫинче чарăнса тăчĕç тата Шупашкарта регионсем хушшинчи ҫамрӑксен «Иван Яковлев – ҫамрӑксен чӗринче» темăпа иртнӗ иккĕмӗш форума хутшӑнни пирки каласа пачӗҫ.
Кун йĕркинчи тепӗр ыйту вара ырӑ та усăллă ӗҫсем тăвасси тата тĕрлĕ категорие кĕрекен çынсене пулӑшу парасси пирки пулчĕ. «Башинформ» информаци агентстви йĕркеленипе иртекен «Ярзам – ырă ĕçсен вăхăчĕ» акцине хутшӑнни пирки, ҫак ĕçре тӗрлӗ (Кармаскалă, Фёдоровка тата Пишпӳлек) районсенче пурӑнакан ҫемьесем ырă тĕслĕх кăтартни тата вӗсен пархатарлă ӗҫӗсем ҫинчен ПР чăвашĕсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ Людмила Мурманская пӗлтерчӗ.
Унсăр пуçне ларăва пухăннă чăваш хастарĕсем (вĕсем Ĕпхÿ хулинчен, Кармаскалăпа Давлекан, Благовещенскпа Куюргазă, Иглинпа Пишпÿлек районĕсенчен килнĕ) Канашӑн ĕç планӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ уйӑхра йĕркеленӗ тата ҫитес вӑхӑтра ирттерме палӑртнӑ мероприятисем ҫинче те чарӑнса тӑнине палӑртса хӑвармалла.
Ирина СУХАРЕВА, регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ.

Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Канаш Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: