Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
25 Апрелӗн 2023, 11:20

«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»

Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайĕнчи наципе культура автономийӗн X аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Унăн ĕçне Пушкăртстанран пĕр делегат (вăл ПР чăваш наципе культура автономин ертÿçи Виталий Викторов) тата вунна яхăн хăна хутшăнчĕç.

«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»

Съездра пӗрлешӗве ултӑ ҫул ытла ертсе пынӑ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов ҫак тапхӑрти ӗҫ-пуҫа пӗтӗмлетрӗ.
– Федераллă наципе культура автономи пирĕн ентешсене – культура тата ÿнер ĕçченĕсене, ăсчахсене, тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене, предпринимательсемпе социаллă сфера представителĕсене, спортсменсене тата ыттисене пĕрлештерсе тăрать. Çав вăхăтрах автономи аслăланса пырать, унăн витĕмĕ ÿсет. Кăçал Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономине Санкт-Петербургпа Пушкăртстанри автономисем кĕчĕç, – терĕ Леонид Ильич.
Çавăн пекех вăл Автономин ĕç-хĕл енĕсене анлăлатмалли çинче чарăнса тăчĕ, паянхи лару-тăрăва шута илни уйрăмах кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕ.
– Самана «вĕрсе кĕртекен» улшăнусенчен юлмалла мар. Культурăпа йăла-йĕркене интернета тата социаллă сетьсене кĕртни кирлĕ – оперативлă кăсăк та халăх ыйтакан контент туса. Тен, республика информаци ĕçĕпе культура валли уйăракан укçа-тенкĕн пĕр пайне грант пек пайласа çут ĕç цифра контенчĕ тунă çĕре ямалла пулĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн паллă та ăнăçлă ĕçлекен блогерсем çителĕклех, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ автономи ертÿçи.
Аслă пухăвăн делегачĕсем закон йĕркине пăхăнса автономин уставне çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç.
Вуннăмĕш съезд ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.
– Паян эпир федераллă наципе культура автономин пурнăçĕнчи çĕнĕ историллĕ тапхăра курса хак патăмăр. Малашне пĕрлĕхĕн çĕнĕ законĕ çĕнĕлле мелсемпе ĕçлемеллине кăтартса парĕ. Устава улшăнусем кĕртни çак ыйтусене татса пама пулăшĕ. Наципе культура автономин çĕнĕ канашĕ тата унăн ертÿçи тухăçлă та ăнăçлă ĕçлеме хатĕр пулнине пĕлтерчĕ, – терĕ Олег Алексеевич форумăн ĕçне ырласа.
Залра пухăннă делегатсемпе хăнасене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков саламларĕ, Чăваш Ене Раççейри чи лайăх регион тăвасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак ĕçе йышпа çеç пурнăçа кĕртме пултарнине асăнса хăварчĕ.
Пухӑва хутшӑнакансем Автономи канашне суйларӗҫ, ҫӗнӗ ертӳҫе палӑртрӗҫ. Делегатсен йышăнăвĕпе малашне Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура атономине Раççей Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ çынни Николай Гаврилов генерал-лейтенант ертсе пырĕ. Çавăн пекех унăн çумĕсем пулма Анатолий Аксаков депутата, Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ элчине Алексей Ладыгова тата Тутарстанри чăваш наципе культура автономи ертÿçин çумне Константин Малышева суйларĕç. Автономи канашне пирĕн республикăран пĕр çын кĕчĕ, вăл – Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономин пуçлăхĕ Владимир Яковлев.
Юрий СНЕГОПАД.
Шупашкар хули.

«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
«Самана улшăнăвĕсенчен юлмалла мар»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: