Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
26 Апрелӗн 2023, 11:00

Паллашăр, пирĕн çĕнĕ ертÿçĕсемпе

Çак кунсенче ПР «Канаш» чăваш обществăлла организаци ретне районти уйрăмĕсен çĕнĕ ертÿçисем хутшăнчĕç.

Паллашăр, пирĕн çĕнĕ ертÿçĕсемпе
Паллашăр, пирĕн çĕнĕ ертÿçĕсемпе

ПР чăвашсен Канашĕн Чекмагуш районĕнчи уйрăмне Альбина Сайдякова ертсе пырĕ. Вăл 1970 çулхи сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнче çуралнă. Альбина Анатольевна вăтам, ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Административлă ĕç-хĕле илсе пырас енĕпе опыт пур – 2000-2015 çулсенче Юмаш ял хутлăх администрацийĕнче ĕçсен управляющийĕ пулса ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра – Юмашри модельлĕ вулавăш библиотекарĕ. 2000 çултанпа «Çеçпĕл» халăх фольклор ушкăнĕн хастарĕ.
ПР чăвашсен Канашĕн Иглин районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи пулма Владимир Спиридонова çирĕплетнĕ. Владимир Дмитриевич 1966 çулхи январь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлÿллĕ. ПР чăвашсен Канашĕн хастарĕ. 1995 çултанпах чăвашсен юхăмне хастар хутшăнать. Ăна «Çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансене пулăшнăшăн» ведомство медалĕпе чысланă.
ПР чăвашсен Канашĕн Кармаскалă районĕнчи уйрăмне Алина Степанова ертсе пырĕ. Вăл 1972 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнче çуралнă. Аслă пĕлÿллĕ. ПР «Канаш» чăваш обществăлла организацин пайташĕ, «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕн тата «Çăлтăр» тĕслĕхлĕ чăваш театрĕн ертÿçи.
Вăл ПР чăвашсен Канашĕн районти уйрăмĕсен тăван чĕлхене, йăла-йĕркесене сыхласа хăварассипе тата аталантарассипе çыхăннă ĕç-хĕлне хастар хутшăнать.
Çĕнĕ председательсене чунтан саламлатпăр, саманапа килĕшÿллĕн утма, халăх пурнăçне хастар хутшăнма çирĕп сывлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм, ăнăçу, çитĕнÿсем сунатпăр.
Ирина СУХАРЕВА,
ПР «Канаш»
чăваш обществăлла
организаци ертÿçи.

Паллашăр, пирĕн çĕнĕ ертÿçĕсемпе
Паллашăр, пирĕн çĕнĕ ертÿçĕсемпе
Паллашăр, пирĕн çĕнĕ ертÿçĕсемпе
Паллашăр, пирĕн çĕнĕ ертÿçĕсемпе
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: