Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пуху
25 Июнӗн , 11:35

Чăваш пĕрлĕхĕ йышпа ĕçлеме палăртать

Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ĕпхÿре ПР Чăваш культура обществин отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ.

Чăваш пĕрлĕхĕ  йышпа ĕçлеме палăртать
Чăваш пĕрлĕхĕ йышпа ĕçлеме палăртать

Конференцие Куюргазă, Ишимбай, Авăркас, Давлекан, Архангельск, Çтерлĕ, Çтерлĕпуç, Мияки, Туймазă, Шаран, Ĕпхÿ, Чекмагуш, Иглин, Кармаскалă районĕсен, Кумертау, Салават, Çтерлĕ, Ĕпхÿ, Октябрьски хулисен делегачĕсем (73 делегатран 69-шĕ) килсе çитрĕç. Конференци ĕçне ПР чăваш наципе культура автономи председателĕ В.В. Викторов, Ĕпхÿ хулинчи ЧНКА ĕç тăвакан директорĕ В.Ф. Федоров хутшăнчĕç. Чăваш культура обществин председательне суйлама икĕ кандидат тăратнă. Альтернативлă сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ПР чăваш культура обществин председателĕ пулма Ю.П. Михайлова суйларĕç. И.Б. Борисов, З.Н. Маркинана, И.П. Леонтьев, Б.В. Волков, Н.А. Михайлов, Е.В. Степанова, И.В. Ефимов тата М.В. Гордеев унăн çумĕсем пулĕç. Секретариат ертÿçин тивĕçĕсене чăваш вырсарни шкул директорĕ П.В. Демченко пурнăçлĕ.
ПР Культура министерствипе Халăхсен туслăхĕн çурчĕн ятĕнчен конференци ĕçне Ю.Х. Юмалина тата Л.В. Маврина хутшăнчĕç. Вĕсем мероприятие килнисенчен ытларахăшĕ чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен пулнине шута илсе июль уйăхĕнче Бирск хулинче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ иртесси пирки пĕлтерчĕç. Эпир вĕсем каланине шута илсе унта хутшăнма, чăваш интерактивлă лапамĕнче халăх юмахĕсемпе паллаштарма йышăнтăмăр.
Конференцинче вырăнти уйрăмсен тин суйланă председателĕсене – З.Н. Маркова, Н.П. Базарова, И.М. Степанова, И.Ф. Игнатьева, И.Н. Петрова, И.В. Ефимов, Е.В Степанова, Н.В. Ахряпова, Б.В. Волков, Н.Ю. Исаев, Н.П. Ахмадиева, Е.М. Маркелова – çирĕплетрĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: ПР Чăваш культура обществи Ĕпхÿ хулинчи ЧНКА шутне кĕме йышĕнчĕ. Тĕп сăлтавĕ – асăннă организаци юридици сăпачĕ пек регистраци иртни. Пухăва килнĕ В.Ф. Федоров çакна пурнăçа кĕртме ирĕк пачĕ. Асăннă сĕнÿпе пурте пĕр саслă пулса килĕшрĕç. Пĕрлешÿ ĕçĕ Тĕп канаш председателĕн çумĕ И.В. Борисовăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланчĕ.
ПР Чăваш культура обществин Пелепейпе Пишпÿлек, Федоровка районĕсенчи представителĕсем пулма Н.К. Родионована, И.В. Игнатьевана, В.И. Исаевана çирĕплетрĕç. Мускав хула представителĕ В.Н. Газизова пулĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР Чăваш культура пĕрлĕхĕн председателĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: