Мероприятин пĕрремĕш пайĕнче Вера Тарасова вĕрентекенĕн «Сияют радужно веками узор чувашский и наряд» кĕнеке-альбомăн хăтлавĕ (сăн ÿкерчĕкре) иртнĕ. Презентаци пуçламăшĕнче шкул ачисем Вера Михайловна ăсталанă тумсемпе çи-пуçсене, капăрлăхсене тăхăнса утнă. Каярах кĕнеке авторĕ кăларăма кун çути кăтартас тесе мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа панă, хăйне çак çăмăл мар ĕçре пулăшакансене тав тунă.
Унтан филиалăн пайташĕсем Шупашкар хулинче ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн çулталăкри пухăвне сÿтсе явнă, организаци тĕлĕшпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене пăхса тухнă. Асăннă мероприятире Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн çулталăкри пухăвне йĕркелесе ирттерме йышăннă. Вăл 2025 çулхи февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртĕ. Пухура татса памалли ыйтусенчен пĕри 2024 çулшăн отчет доклачĕ пулĕ. Çавăн пекех унта Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн положенине пырса тивекен ыйтусене, Устава çĕнетмелли сĕнÿсене, филиалăн ĕçне лайăхлатмалли майсене пăхса тухĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.