Чӑваш наци конгресӗн ҫулталӑка пӗрре иртекен Мӑн Канаш ларӑвне ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова килсе хисеплерӗҫ. Вӗсем конгресс хастарӗсене Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Леонид Ильичпа Светлана Анатольевна хӑйсем те Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗсене тивӗҫрӗҫ.
Мӑн Канашӑн чи савӑнӑҫлӑ саманчӗ – Леонид Черкесов ЧНК президентне Валерий Клементьева «Наци мӑнаҫлӑхӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ ятпа чысласа саламлани пулчӗ.
Малалла ларура ЧНК президенчӗ доклад турӗ, 2025 ҫулта конгресс туса ирттернӗ ӗҫ-хӗлпе тӗплӗн паллаштарчӗ, комитетсем мӗнле тӑрӑшнине уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗ.
Мӑн Канашра чӑвашлӑха аталантарас енӗпе конгресӑн пӗрремӗш вице-президенчӗн Николай Угасловӑн тӳпи питӗ пысӑккине асӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа та патшалӑх деятелӗн, ӗҫ ветеранӗн Герольд Алексеевӑн Николай Федоровича Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ хисеплӗ ята пама тӑратнă сӗнӗвне пурте хапӑл туса йышӑнчӗҫ.
Ларура вырӑнти уйрӑмсен ертӳҫи Михаил Краснов çыравçă тухса калаҫрӗ. Вӑл кӑҫал чи лайӑх ӗҫленӗ муниципалитетсенчи уйрӑмсен ҫӗнтерӳҫисене асӑнчӗ. ЧНК президенчӗ тата унӑн ҫумӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнесемпе тата дипломсемпе чысларӗҫ.
Чулхула облаҫӗнчен килнӗ чӑваш хастарӗ Петр Иванов унти чӑваш автономине ЧНК йышне илме сӗнчӗ. Мӑн Канаша пуҫтарӑннисем çак шухăша ырларӗҫ.
Тӗрлӗ регионсенчен килнӗ хӑнасем кашнийӗ тухса калаҫчӑр тесе кӑҫал вӗсене нумайрах сӑмах пачӗҫ.Тюмень облаҫӗнчи «Тӑван» ассоциаци ертӳҫи Любовь Павлова хӑйсем еплерех тӑрӑшса ӗҫленине уҫса пачӗ.Пуҫтарӑннисене Красноярск тӑрӑхӗнчи регион шайӗнче ӗҫлекен Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов онлайн мелӗпе саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.
Ҫавӑн пекех кӑҫалхи Мӑн Канашра Шупашкар муниципалитет уйрӑмӗн ертӳҫи Надежда Васильева, Крымпа Севастополь тӑрӑхӗнчи ЧНК элчи Андрей Яковлев, ЧНК президиум пайташӗ Лидия Филиппова, чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч, Тюмень тӑрӑхӗнчен килнӗ Николай Герасимов, Челябинскри Екатерина Тельцова тата ытти чăваш хастарĕсем те хӗрӳ тухса калаҫрӗҫ.
Екатерина Тельцова чӑвашлӑх юхӑмне, конгресс йышне ҫамрӑксене явӑҫтарас ыйтӑва хускатрӗ. Валерий Клементьев ку енӗпе ӗҫленине палăртрĕ, ҫамрӑксен форумне ЧНК кашни ҫул тӗрлӗ регионта ирттернине пӗлтерчӗ. Конгресс вице-президенчӗ Павел Вязов ачасене чӑваш чӗлхине шкулта вӗрентес ыйтӑва ЧР Вĕрентÿ министерстви умӗнче тепӗр хут тӑратмалли çинчен аса илтерчĕ.
Форум маларах çирĕплетнĕ кун йĕркине пăхăнса ЧНКан 2026 çулхи ĕç планне çирĕплетрĕ. Вăл виçĕ пайран тăрать, унта пурĕ 60 яхăн мероприяти кĕнĕ.
Çавăн пекех ларура ЧНК президиумĕн йышне улшăнусем кĕртрĕç, çĕнĕ пайташсем суйларĕç.
Юрий СНЕГОПАД. Шупашкар хули.
Редакцирен. ЧНК Мăн Канашĕн ĕçне Пушкăртстанран «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов хутшăннă.