Урал сасси
+12 °С
Облачно
Пуху
11 Июня , 04:00

Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман

Июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Уралçум филиалĕн пухăвĕ иртрĕ.

Вăтăр çул иртсен те хакне çухатманВăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман

Чăн малтан академиксем хамăрăн аслă юлташа, техника наукисен докторне Алексей Кондратьев профессора асра тытса унăн икĕ кĕнеки – «Сердцу близкие имена», «Родники Слакбаша» – çинче чарăнса тăчĕç. Сăмах май, вĕсене пичетлесе кăларнăранпа кăçал 30 çул çитет. Пĕтĕмĕшле Алексей Александрович 20 ытла кĕнеке кун çути кăтартнă.


Çак икĕ пĕлÿ çăлкуçне хак панă май Уралçум филиалĕн ертÿçи Игорь Петров унти ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ, иккĕшĕ те вышкайсăр пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ, пурнăçри чĕрĕ самантсене илсе кăтартрĕ. Çавăн пекех çак ыйтăва малалла аталантарса Валентина Васильева, Игорь Максимов, Николай Васильев, Аркадий Русаков, Иван Ефимов тухса калаçрĕç. Пĕтĕмлетсе вара çакна палăртмалла, 30 çул каялла кун çути курнă кĕнекесем паянхи кун та тусанланса выртмаççĕ, вулакан аллине лексе ăс-тăн пухма пулăшаççĕ.


Пухура филиал ертÿçин çумĕ Юрий Леонтьев таврапĕлÿçĕ сăмах илчĕ. Юрий Харитонович март уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ таврапĕлÿçĕсен съездне хутшăннă. Çавăнпа та вăл унта хускатнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Кун йĕркинчи пысăк ыйтусенчен пĕри – Пушкăртстан ра Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Президиум ларăвне ирттересси. Ăна Ĕпхÿ хулинче, Кармаскалăпа Авăркас районĕсенче, «Красноусольск» санаторинче июнь уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче йĕркелеме палăртнă. Çак ыйтупа пухăннисене Юрий Леонтьев паллаштарчĕ, пурте пĕрле хатĕрленÿ ĕçĕ мĕнле пынине сÿтсе яврĕç, сĕнÿсем парса программăна çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç.


Çак пухурах академиксен пĕр пайне çĕнĕ удостоверенисем парса тивĕçтерчĕç. (Хальхи вăхăтра киввисене çĕннипе улăштарас ĕçе йĕркеленĕ – авт.). Ăслăлăх ĕçĕнче палăрнисене Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.

Юрий СНЕГОПАД.
Ĕпхÿ хули.

Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Вăтăр çул иртсен те хакне çухатман
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас