Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пултарулăх каçĕ
10 Июлӗн 2019, 17:11

Кремльтинчен те ирттерчĕç

Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнче çуралса ÿссе паянхи кун Ĕпхÿ хулинче пурăнакан сăвăç-композитор, юрăç, истори наукисен докторĕ Ирина Сухарева-Саригель профессорăн юбилейлă пултарулăх каçĕ çÿллĕ шайра иртесси пирки иккĕленÿ пулмарĕ. Ăна унăн тăван ялĕнче йĕркелерĕç. Мана та çак илемлĕ те пуян тăрăха çитсе курма, пухăннă çынсемпе хамăр халăхăн пултаруллă хĕрĕшĕн савăнма тÿр килчĕ.

Малтанах çакна палăртса хăвармалла: пултарулăх каçĕсем паллă эстрада çăлтăрĕсен Мускаври Кремль керменĕнче те сахал мар иртеççĕ. Вĕсем ытларах чухне 3-4 сехете тăсăлаççĕ. Нукасакри тĕлпулу вара 5 сехет çурăран тин вĕçленчĕ. Çак вăхăт хушшинче те пухăннă халăх ялти культура çуртĕнчен саланма васкамарĕ, юбилярпа пĕрле юрласа, ташласа савăнчĕ. Сумлă хăнасем те Пушкăртстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен йышлă пухăннă. Ĕпхÿ хулинчен çеç икĕ автобуспа килсе çитнĕ. Çавăнпа та салам сăмахĕсем калас текенсем çителĕклех пулчĕç. Унсăр пуçне Ирина Витальевна хăй те парăмра юлмарĕ: куракансене 20 ытла хăй çырнă юрăсене (пĕтĕмпе вĕсем юрăç-композиторăн 100 çитеççĕ) парнелерĕ. Вĕсен шутĕнче халăх хушшинче анлă сарăлнисем те, çĕннисем те. Сăмах май, пултарулăх каçĕ тĕлне ятарласа юбилярăн юррисен «Тĕлпулăва мухтав» кĕнеки кун çути курнă. Унта 51 юрă кĕнĕ. Пушкăртстан тата Чăваш Республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Айрат Бариев профессор кĕвĕ редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Кĕнеке вулакан патне ПР Фитотерапевтсен ассоциацийĕн вице-президенчĕ Виталий Гордеев курăкçă спонсорла пулăшу панипе çитнĕ. Çавăнпа та уяв кĕрекинче пуçласа ăна сăмах панинчен тĕлĕнмелли пулмарĕ.
- Ирина Сухарева пек çынсем пире тулли те хавас кăмăлпа пурăнма пулăшаççĕ. Унăн пултарулăхĕ йывăçăн тымарĕпе туни çыхăнăвĕ пек çыннăн иртнипе паянхи кунĕсене çыхăнтарать. Йывăç тымар урлă вăй илет пулсан, эпир çакна мăн асаттесемпе асаннесен пехилĕ, иртнĕ пурнăçĕ урлă йышăнатпăр, - тесе хак пачĕ вăл юрăçăн пултарулăхне.
Тĕрлĕ енлĕ талантлă Ирина Витальевнăна саламлама район администрацийĕнчен те килсе çитнĕ. Пухăннă халăх умĕнче юбиляр ячĕпе районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Рустам Гилязетдинов ăшă сăмахсем каларĕ. Çавăн пекех Нукасак ял Канаш хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Рафис Баязитов хăйĕн ентешĕпе мăнаçланса саламланă май, тăван тăрăха манманшăн тата унпа çыхăнăва татманшăн юбиляра тав турĕ.
Ларма-тăма вырăн çук залри куракансем уйрăмах Елена Григорьева вĕрентекенĕн (вăл юрăç-композиторăн класс ертÿçи пулнă) сăмахĕсене хумханса итлерĕç. Елена Николаевна 80-мĕш çулсенчи Ирина Сухареван (Сергеева) ачалăхне аса илсе мĕн пур паха енĕсемпе кăсăк саманчĕсене куç умне кăларса тăратма пултарчĕ.
- ... Паянхи уявра эпĕ - чи телейли. «Раççей вĕрентекенсемпе чапа тухнă, чапне вара вĕренекенсем илсе килеççĕ» теççĕ халăхра. Çак йĕркесене шута илес пулсан манăн вĕренекен вĕрентекенĕнчен иртсе кайни маншăн питĕ пысăк чыс та сум.., - савăнăçне пытармарĕ вăл.
Шкул çулĕсем çинчен калаçу малалла та тăсăлчĕ. Çав вăхăтра шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Юрий Леонтьев вĕрентекен, паян вăл ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, пухăннисене акă мĕн пĕлтерчĕ.
- Мана, аслă шкултан вĕренсе тухнă ĕнерхи студента, Нукасакри шкул директорĕ пулма çирĕплетрĕç. Ирина Сергеева ун чухне аслă классенче вĕренетчĕ. Вăл яланах пур çĕрте те йышра палăрса, уйрăлса тăратчĕ. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те малта пулнă. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн ылтăн медале тивĕçрĕ. Ку вăл Нукасак шкул историнче пуçласа пулчĕ, – аса илчĕ Юрий Харитонович.
Сцена çине тухса сăмах калакасем ачалăх çулĕсене хыçа хăварса юбилярăн çамрăклăхне, çемьеллĕ те ĕçлĕ кунĕсене аса илчĕç, кăсăк самантсем çинче чарăнса тăчĕç. Ăшă та кăмăллă сĕнÿсем сĕнсе Ирина Витальевнăна Ĕпхÿри П.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн директорĕ Иван Тарасов, Александр Савельев-САС çыравçă, филологи наукисен кандидачĕ Эльвира Файзуллина журналист, «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕсем Зинаида Сурпанпа Геннадий Челпир, Аркадий Русаковпа Микул Ишимбай, ПР тава тивĕçлĕ артистки Елена Федорова, Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕн Суук-Чишмари историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева, ППУн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕсем Илсур Мансуров, Лира Афанасьевапа Лариса Коротаева, ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Людмила Мурманская, Николай Леонтьев çыравçăн Галина Александровна мăшăрĕпе Наталья кинĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем, Этнографи музейĕн ĕçченĕсем, Николай Васильев чăваш халăх академикĕ, Иван Нукасак поэт, тус-тăванĕсем, çак йĕркесен авторĕ тата ыттисем саламларĕç.
Ĕпхÿри юрист институчĕн профессорĕ Роза Буканова истори наукисен докторĕ хăй каланă йĕркесенче çакна палăртрĕ.
- Тăван халăхшăн ĕçлекен çын çеç телейлĕ пулма пултарать. Ман шутпа Ирина Витальевна шăпах çавăн пеккисенчен пĕри шутланать, - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне. Эпир те унпа килĕшетпĕр. Çав телей тÿпи айĕнче пирĕн юбилярăн малашне те хамăр халăхшăн пархатарлă ĕçсем тумалла пултăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: