Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пултарулăх каçĕ
1 Сентябрӗн 2021, 11:15

Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет

Çак кунсенче Пушкăртстана Эстонире пурăнакан Дина Гаврилова çыравçă килсе çитрĕ. Кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнчи чăрмавсене пула Надежда Леонидовна тăван тăрăхĕнче икĕ çул пулман. Çавăнпа кунти ĕçĕсем те нумайланса çитнĕ унăн.

Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет

Пушă вăхăчĕ çук та темелле. Пĕр кун Мелеуз тăрăхĕнче, тепĕр кун Çтерлĕ хулинче, виçмине хăй çуралса ÿснĕ, хайлавĕсенчи тĕп сăнарĕсем пурăннă Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче, Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музейра пулнă. Август уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçат редакцине те кучченеçпех килсе çитрĕ. Кĕçнерни кун, август уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Пишпÿлекри тĕп библиотекăра, сентябрĕн 3-мĕшĕнче Ĕпхÿри Заки Валиди ячĕллĕ Наци библиотекинче тĕлпулу иртесси çинчен пĕлтерчĕ.

Мелеуз тăрăхĕнче
Изоляци пынă икĕ çул хушшинче пĕр-пĕрне ăшшăн ыталама та, алă пама та мана пуçларăмăр. Кăçал Пушкăртстан маншăн çĕнĕрен уçăлнă пекех туйăнать. Çĕнĕ историсене кăсăкланса итлетĕп, тин паллашнă калаçакансен сăн-пичĕсене сăнатап. Пурне те, аллисен хусканăвне те, куçĕсенчи вут-кăварне те, асăрхарăм. Разиля Кутлугильдинапа ватсап урлă паллашрăмăр. Вăл ăшă та туслă саламсем ярса пĕр-пĕрин хушшинчи чăрмавсене парăнтарчĕ. Ырă кăмăллă çын патне тÿрех чун туртрĕ. Тĕл пулнă хыççăн вăл мана тата та ытларах тĕлĕнтерчĕ. Çав тери кăмăла каймалла хĕрарăм. Ырă та уçă кăмăллă, таса чунлă, вăй-хăвачĕ çăлкуç пек тапса тăрать. Хăйсен кăмăл туйăмне пĕр хăрамасăр палăртма пултаракан çынсене яланах ăмсанаттăм. Хама илес пулсан, эпĕ Эстони çыннисем евĕр туйăмсене алăра тытма хăнăхнă. Юнашар Разиля пек çынсем пулсан чунра ăшă пулса каять. Эп шутланă пекех вăл виççĕмĕш аслă пĕлÿ илет, режиссера вĕренет. Унăн ĕмĕчĕсем, пултарулăх шухăшĕсем нумай.
Разиля тата эпĕ пĕр çулхисем. Пирĕн пеккисене 50 çултан иртнисем теççĕ. Лайăх вăхăт. Пурнăç опычĕ те пур, нумай япала çине урăхла пăхатăн. Пурнăçра чи хакли мĕн иккенне лайăх ăнланма пуçлатăн. Маншăн чи хакли çемье, анне тата ирĕклĕх. «Ирĕклĕх» сăмаха чун мĕн тăвас тенине тума пултарни тесе ăнланатăп.
Разиляпа Роза Рамилевна пире библиотекăра кĕтсе илчĕç. Кунтах апат-çимĕçпе тулли сĕтел те лартнă. Эпир калаçатпăр. «Мероприяти йĕркеленĕ пулсан вăл мĕнле иртĕччĕ-ши, унта мĕн чухлĕ çын килĕччĕ-ши?» тесе шутлатăп. Çав вăхăтрах чи пĕлтерĕшли çак тĕлĕнмелле çынпа тĕл пулнине ăнланса илетĕп. Эпир унпа пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртме палăртрăмăр. Ку хальлĕхе пирĕн вăрттăнлăх.
Мелеузпа паллашасси Тор юхан шыв хĕрринчи илемлĕ вырăнта ларакан Воскресенское ялĕнчен пуçланчĕ. ХVIII ĕмĕрте унта пăхăр шăратакан Воскресенски завочĕ тата Воскресенски чиркĕвĕ пулнă. Халĕ вĕсем федераллă пĕлтерĕшлĕ культура еткерĕсем шутланаççĕ. Пире музей хуçи тата славян халăхĕн йăли-йĕркине упрассишĕн ырми-канми вăй хуракан Наталья Смирнова кĕтсе илчĕ. Вăл ялăн пуян историйĕпе паллаштарчĕ. Пăхăр шăратакан завод ишĕлчĕкĕсене пăхса тăнă май Псков тата Рязань хулисенчен крепостла çамрăк хĕрсемпе каччăсене пăхăр шăтăкĕсенче ĕçлеме укçалла туянни çинчен калакан историе илтрĕм. Вĕсене Пушкăртстана икĕ çул тăршшĕ илсе килнĕ. Маларах пăхăра тĕрме çыннисем кăларнă. Икĕ çул хушшинче крепостла каччăсемпе хĕрсем çитĕнсе çемьеленме те ĕлкĕрнĕ. Воскресенскинчи хăйăр чулĕн тытăмĕнче 85% пăхăр пулнă. Чăн-чăн вырăс хулинчен килнисем 200 çула яхăн ыттисенчен уйрăм пурăнса калаçу уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварма пултарнă.
Кунтах Ирĕклĕх палăкне (статуя Свободы) Раççейри хĕрлĕ пăхăртан тунине пĕлтĕм. Ку XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пулнă. Вăл вăхăтра çак тимĕре паянхи Пушкăртстанăн кăнтăр тата хĕвел анăç енче выртакан хăйăр чулĕсенчен шăратнă. Твердышев тата Мясников купсасен завочĕсенче шăратнă тесе шутлаççĕ. Мĕншĕн тесен предприяти Тор шывĕ çинче вырнаçнă пулнă. Шăпах ун тăрăх пăхăр караванĕсем Уралтан Балтикăна ăсаннă. Унтан Европăна тата Францине. Купсасен завочĕ 50 çул ĕçленĕ. Çав вăхăт хушшинче миллион çурă пăт пăхăр шăрантарнă. Ирĕклĕх статуйин плащне Уралта çапса кăларнă 225 тонна хĕрлĕ пăхăр листисенчен тунă.
Завода хирĕç, Эдгард Иванович Корлейсăн (1870-1927 çç.) çуртĕнче, Халăх галерейи вырнаçнă. Ăна 1970 çулта Мускаври художник пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Галерейăна тăвас шухăш Воскресенскинче çуралса ÿснĕ В.А. Бабицынпа(1926-2000 çç.) Р.А. Кобозев (1927-1997 çç.) Мускав художникĕсенчен пуçланнă.
Галерейăра пире Елена Георгиевна кĕтсе илчĕ. Эпир художниксен ĕçĕсемпе паллашрăмăр, пăхăр рудана алла тытса пăхрăмăр, анчах сĕтел çумĕнчен хăпăтаймарăмăр. Вăл çĕклемелле мар йывăр иккен. Курмалли, пĕлмелли тата тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ. Елена Георгиевна çак ĕçре 40 çул ĕçлет. Халăх галерейи уншăн ĕç çеç мар, чун туртни темелле.
Галерейăран тухнă хыççăн Смаково пушкăрт ялĕнчи культура çуртĕнче пулса куртăмăр. Пире наци костюмĕсем тăхăннă ял хастарĕсем ташă-юрăсемпе, пушкăрт халăх ĕçми-çимипе кĕтсе илчĕç. Вырăнти хастарсем темесен урăхла мĕнле каламалла вĕсене? Куçĕсем çунса тăраççĕ. Эпир вĕсемпе пĕрле сĕтел хушшине лартăмăр, музее, выставкăна çитсе килтĕмĕр.
Тĕлпулусем нумай пулчĕç. Пире пур çĕртре те хăйсен ĕçне чунтан парăннă, наци йăли-йĕркине упракан, ăна тĕнчипех сарассишĕн тăрăшакан хĕрарăмсем кĕтсе илчĕç.
Çак мероприятисене йĕркеленĕ Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ пичет ĕçченне Гульдария Юсупова журналиста чунтан тав тăватăп. Вăл мана Мелеуз хулине чĕнсе илсе пирĕн пĕрлехи проекта пурнăçа кĕртрĕ. Пуçласа эпир унпа икĕ çул каялла Федоровка районне кайнăччĕ. Çамрăк чухне пушкăртсем пиртен инçетри районсенче пурăннă. Çавăнпа та вĕсемпе çывăх паллашма май пулман. Сăмахран, совет самани вăхăтĕнче Белорецк районне пурне те кĕртместчĕç. Халĕ Пушкăртстанри пур районсене те, чи инçетрисене те, çитсе курма май уçăлчĕ.
Гульдария, тавах сана хаклă парнешĕн. Эпĕ ку информацие вăрахчен асра тытăп. Манăн, паллах, ыйтусем нумай. Чăн-чăн вырăс хулинчен куçса килнисем халĕ мĕнле пурăнаççĕ, вĕсен шăписем мĕнле йĕркеленнĕ? Америка çыннисем плаща пушкăрт пăхăрĕнчен хатĕрленине пĕлеççĕ-ши?
Дина ГАВРИЛОВА,
ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ.

Çтерлĕ хулинче
Август уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекăра хамăр ентешпе, Эстони хулинче пурăнакан Дина Гаврилова çыравçăпа тĕлпулу ирттертĕмĕр. Сăмах ăсти кĕске кулăшла калавсем, повеçсемпе романсем, ача-пăча юмахĕсем çырать. Çыравçă пултарулăхне хавхалантаракансем - тăван тăрăхĕпе çывăх çынсем. Вĕсем яланах çĕнĕ шухăшсем тата пултарулăх ĕçĕ валли çĕнĕ материал тупма пулăшаççĕ.
Дина Гаврилован хайлавĕсенчи тĕп сăнарсем - çăмăл мар шăпаллă ахаль çынсем. Автор хăй кĕнекинчи сюжетсене ытларах чăн пурнăçран илнĕ, историлле фактсемпе çирĕплетнĕ, çавăнпа вĕсен калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Произведенисенчи ĕçсем темиçе çула тăсăлаççĕ, сăнарсен шучĕ те нумай. Кулленхи пурнăçа сăнланă май автор кашни вак-тĕвеке асăрхать, çапла майпа сюжета тата та туллинрех уçса, эпир хальччен курман-илтменнине тĕплĕнрех çутатса парать.
Пĕрре пăхсан унăн сăнарĕсем черчен те хÿтлĕхсĕр çынсем пек курăнаççĕ. Апла пулин те вĕсем хăйсен умĕнчи йывăрлăхсене çирĕппĕн чăтса ирттереççĕ, ÿсеççĕ, аталанаççĕ, улшăнаççĕ, хуйхи-савăнăçне те никама та кăтартмаççĕ.
Кирек мĕнле тема çĕклесен те Дина Гаврилован произведенийĕсенче тăрăхласа кулнипе шÿт валли яланах вырăн тупăнать.
Мероприятие хатĕрленсе библиотекăра курав валли уйрăм сĕтел хатĕрленĕччĕ. Тĕлпулăва килнисем çыравçăн кĕнекисене тата произведенисенчи сăнарсене ÿкернĕ футболкăсене хаваспах туянчĕç. Литература каçне «Шуратăл», «Сте-Лит» литература пĕрлешĕвĕсен пайташĕсем хутшăнчĕç. Вера Фоминапа Геннадий Челпир вырăнти сăвăç-çыравçăсем хăйсен сăввисем тăрăх хывнă юрăсене шăрантарчĕç. Чăваш наци конгресĕн Пушкăртстанри полномочиллĕ представителĕ, «ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ» регионти обществăлла организацин ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Федор Кузьмин тав сăмахĕсем каларĕ, аякран килнĕ хăнана, Дина Гаврилована тата вулавăш ертÿçине Валентина Зоринана Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Литература тĕлпулăвне «ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ» регионти обществăлла организацин пресс-секретарĕ Людмила Маркина йĕркелесе ирттерчĕ.
Валентина ЗОРИНА,
Çтерлĕ хулинчи
6№ вулавăш ертÿçи.

Мелеспуç ялĕнче
Дина Гавриловашăн çут тĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнчен пуçланнă. Кунтах унăн хунавĕн тымарĕсем те упранаççĕ. «Надя, пирĕн Надя» теççĕ ăна ялта. Дина - унăн литературăри хушма ячĕ.
- Пирĕн пÿрт Анаткасраччĕ. Ялтан пĕчĕклех тухса кайнă пулсан та (ачисене шкула кайма вăхăт çитсен Надьăсен çемйи Максим Горький совхозне пурăнма куçнă) эпĕ кунти кашни тĕмескене паллатăп. Кашни сукмак тăрăх çаран чупнă, çырмари çĕмĕрте, пахча хыçĕнчех ÿсекен çĕр çырлине çинĕ, Малти вар çăлĕнчен тапса тăракан шыва ĕçнĕ, - тет Надежда Леонидовна.
Пулас çыравçă çак ялта пĕрремĕш утăмсем тума вĕреннĕ, ашшĕ-амăш чĕлхине, тăван халăх йăли-йĕркине юратма вĕренсе ÿснĕ. Ялтан куçса кайнăранпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ пулсан та Надьăн амăшĕ Елена Никифоровна та, Надя хăй те, ытти ачисем те тăван ялпа çыхăну татмаççĕ. Субботник иртет-и, ял пурнăçĕпе çыхăннă пĕр те пĕр мероприяти-и, ÿркенсе тăмаççĕ, май тупса килсе çитеççĕ. Аслă Çĕнтерĕве 70 çул тултарнă ятпа аллея уçма шутласан Елена Никифоровнăпа Алеша ывăлĕ 70 çăка хунавĕ кăларса килчĕç.
Кăçал Надя хĕлĕпех яла таврăнсан Альтук кукамăшне халалласа сак лартас ĕмĕтпе пурăнчĕ. Çавăнпа та Пушкăртстана çитсенех Мелеспуçне тухса вĕçтерчĕ. Вырăна çитсе амăшĕпе, Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçипе Марина Николаевапа, çак ялта çуралса ÿснĕ Елена Байтеряковапа канашланă хыççăн Альтук ятлă сака музей картишне лартма йышăннă. Тен, каярах ыттисем те хăйсен тăванĕсене халалласа çавăн пек сак лартасшăн пулĕç. Вара чăн-чăн кану вырăнĕ пулĕ. Надя каланă тăрăх, Эстонире ятлă саксенчен тăракан парксем те пур.
Надежда РОДИОНОВА.

Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Тăван Пушкăртстан çула тухма хистет
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: