Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пултарулăх каçĕ
5 Апрелӗн 2022, 11:40

Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ. Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те

Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче пурăнакан 70 теçетке урлă каçнă СССР клуб ĕçĕн отличникне (1983 ç.) тата Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне (1993ç.) Валентин Николаева эпир ытларах сăвăç-музыкçă пек пĕлетпĕр. Унăн юрри-кĕввисене нотăсемпех «Урал сасси» хаçатра та чылай пичетленĕ. Хăйĕн юррисене вăл сцена çинчен мĕнле хавхаланупа тата çĕкленÿллĕ кăмăлпа шăрантарнине те пĕрре мар курса савăннă.

Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ.  Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ. Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те

Март уйăхĕн вĕçĕнче тăван ялĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ мероприяти хыççăн эпир унăн пултарулăхĕ тата та анлăрах пулнине курса хак пама пултартăмăр. Литературăпа поэзи тĕлпулăвне кăнтăрла иртсе икĕ сехетре ял çыннисем самай йышпа пухăнчĕç. Мана, çак уявăн хăни пулнă май, чăн малтан кăнтăр кунĕнче халăх пухăнмĕ текен шухăш канăç памарĕ. Эпĕ пăшăрханни кăлăхах пулчĕ – пĕр ял çыннисем Валентин Александровича хисеп турĕç, чĕрĕ чечексен çыххисем те парнелерĕç.
Уяв каçĕ, тĕнчери паянхи лару-тăрăва шута илсе, Валентин Николаев «Мухтавлă çĕрĕм. Пушкăртстан» патриотизмла юрă юрланинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн вырăнти «Илем» ансамбль пĕрер çаврăм юрă шăрантарнă май Вера Филиппова ертÿçĕ уяв каçне килнĕ хăнасенчен пĕрне, Авăркас районĕнчи чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçине, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Юрий Леонтьева сăмах пачĕ.
- Валентин Александровичпа эпир вунă çул каялла Александр Савельев-САСăн 80 çулхи юбилейĕнче паллашрăмăр. Каярах, сăмах çăмхине сÿтнĕ май, анне енчен тăвансем те пулса тухрăмăр. Унăн юррисем мана килĕшеççĕ, чуна пырса тивеççĕ. Çавăнпа та Пушкăртстан çĕрĕ çинче çакăн пек пултаруллă чăваш пурришĕн пирĕн савăнмалла, унпа мăнаçланмалла, - терĕ Юрий Харитонович сăмах каласа ял вулавăшне Василий Николаев профессорăн тата ун çинчен çырнă кĕнекисене парнеленĕ май.
Валентин Николаев – «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн хастар пайташĕ. Çавăнпа та калем ăстисен йышĕнчен хисеп туса уява Çтерлĕ хулинчен Геннадий Челпир çыравçă килсе çитнĕ. Вăл хăй те юрра-кĕвве тарават, тарават çеç мар, юрăсен сăмахĕсене çырать, кĕвве хывать. Сăмах май каласан, унăн Йĕкенпуç музыкçипе пĕр пеклĕхсем çителĕклех. Геннадий Васильевич Валентин Александровичăн пултарулăхне хак пачĕ, хăйĕн сăввисене вуларĕ, гитара кĕввипе юрăсем шăрантарчĕ, кĕнекисене парнелерĕ.
Пелепей тăрăхĕнчи Усень-Иваново ялĕнчен килнĕ Лидия Мавлютова (Шурçăл) сăмах ăсти черетлĕ тухса калаçакансенчен пĕри пулчĕ. Вăл та ĕçтешĕн пултарулăхне пысăка хурса хак пачĕ, кулленхи пурнăçра çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, малашне те чăваш вулакан-итлекенĕсемшĕн чуна пырса тивмелле хайлавсем çырма сунчĕ. Каярах Лидия Александровна В.Николаевăн пултарулăх каçне халалласа сăвă та çырма ĕлкĕрнĕ. Вăл ăна редакцие çитерчĕ, паян эпир унпа вулакансене паллаштаратпăр.

Çулсем, кунсем иртсе пыраççĕ,
Çаплах иртеççĕ ĕмĕрсем!
Хитре ĕçсем анчах пурнаççĕ,
Хисеп упраççĕ тăхăмсем!

Шăпа пире ялан çул парĕ,
Мăнтарăн мар çыравçăсем.
Вĕсен чĕри чăн вут-кăварĕ,
Хĕрет çунса юн тымарсем!

Кунсем паха йĕрсем хываççĕ -
Авраççĕ вăйлă армансем!
Чун варĕнчен илсе çыраççĕ
«Шуратăлти» çыравçăсем.

Тăван чĕлхем, янра хисеплĕн!
Çавна шанатпăр çулсерен!
Анчах, шăпи ун хурлă, тертлĕ,
Тен, çавăнпа хĕрет чĕрем!?

Чăвашлах юман кашлатăр,
Чăваш хĕмлентĕр яланах!
Çыравçăсем, эсир хуратăр
Вут-шанкине, вĕрсе вучах!

Чăваш çынни, эс сумлă пулнă,
Сумра хуначчăр ачусем!
Çак çĕр çинче вăл тем те курнă,
Телей çеç курччăр мăнуксем!
Пултарулăх каçне ертсе пыракан мана та сăмах пачĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче, хам вăтăр çул ытла редакци лаççинче вăй хунине пăхмасăр, Валентин Александрович сăвă-юрă, роман (кунта сăмах «Ирĕксĕр таркăн» пирки пырать - авт.) çырнисĕр пуçне ал ĕçне те ăста пулнине пĕлтĕм. Вăл тĕрлĕ виçепе хăваран карçинккасем авать. Паллах, çак ыйтăва пухăннă халăхпа сÿтсе явмасăр чăтса тăраймарăм. Сăмах май, каярах уяв хуçи пĕр ĕçне асăнмалăх парнелерĕ, халĕ çăва тухсан унпа кăмпана кайма ĕмĕтленетĕп.
Сцена çинчен карçинкка пирки сăмах хускатни педагогика ĕçĕн ветеранĕ Евдокия Васильева тухса калаçнă чухне те малалла тăсăлчĕ.
- Валентин Александровичăн Александр кукашшĕ те ялти ăста пулнă. Йĕкенпуçĕнчи тата таврари ялсенче çуртсем лартнă чухне унăн алли витĕр нумай платник ĕçĕ тухнă. Ăна çав ăсталăха, ĕçе пĕлсе йĕркелеме пĕлнине пула ял-йыш хисепленĕ. Ун çинчен «Ирĕксĕр таркăн» кĕнекере те çырса кăтартнă. Роман пирки сăмах хускатнă май çакна каласшăн, унти ĕçсем пурте пирĕн тăрăхра пулса иртеççĕ. Кунта пурнăç чăнлăхĕ курăнать. Çавăнпа та вăл йĕкенпуçсемшĕн уйрăмах хаклă. Пурне те ăна вуласа тухма сĕнетĕп, - класра ларакан вĕренекенсен умĕнче урок ирттернĕ чухнехи евĕр çирĕплетсе каларĕ Евдокия Никоноровна.
Пултарулăх каçĕнче тухса калаçакансен сăмахĕсене Алена Семенова, Верăпа Надежда Филипповасем «Илем» ансамбль хастарĕсем тата Валентин Николаев сăвăç-композитор, юрăç илем кÿчĕç, пуянлатрĕç. Уяв программи вĕçленнĕ май пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ишимбай районĕ,
Йĕкенпуç ялĕ.

Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ.  Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ.  Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ.  Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ.  Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ.  Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ.  Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ.  Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Вăл - йĕкенпуçсен ахах-мерченĕ. Çук, вĕсен кăна мар, чăваш тĕнчин те
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: