Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пултарулăх каçĕ
5 Мартӑн , 12:25

«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта

Юбилее нихăçан та ахаль çеç паллă тумаççĕ. Юбилей вăл аса илмелли, каласа памалли пур тенине пĕлтерет. Çак кун мăнаçланмалли сăлтавĕ те пур. Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран ялĕнчи «Çăлкуç» халăх фолькор ансамблĕн (ертÿçи – Алина Степанова) мĕнпе мăнаçланмалли вара çителĕклех. Ансамбль пухмачĕнче чылай чыслав хучĕ пухăннă.

«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта

Вăрăм ĕмĕрлĕ те пуян историллĕ ушкăн чӑваш йӑли-йӗркипе юрри-кӗввине сыхласа упрассишĕн 70 çул тимлет, вӑл таврари тата ҫывӑхри районсенче кăна паллӑ мар, республика шайӗнчи тата тулашри фестивальсене те тӑтӑшах хутшӑнать. Кашнинчех дипломант е çĕнтерÿçĕ ятпа таврăнать.
Çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче вырăнти модельлĕ культура çуртĕнче «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕн «Страницăсене уçнă май» ятпа юбилей каçĕ иртрĕ. Алина Леонидовна ертсе пыракан ушкăн хăнасене тулли кăмăлпа, çăкăр-сăрапа кĕтсе илчĕ. Юбилей каçне килнĕ сумлă хăнасем çăлкуçсен ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç. Кармаскалă район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Гюльнара Исанбаева, Йăмран ял Канашĕн пуçлăхĕ Равиля Култыгина тата район администрацин культура пайĕн ертÿçи Виктория Мухамадеева «Çăлкуçăн» кашни хастарне Тав çырăвĕпе парне парса чысларĕç. Чăваш наци академикĕ Вера Никонорова «Çăлкуç» хăçан вăй илни пирки каласа пачĕ. Унăн историйĕ 1936 çултах пуçланнă. Шăпах çав çулхине райком бюровĕн ларăвĕнче Йăмран ялĕнче социаллă çурт уçассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă. Унта хăй пултарулăх олимпиади ирттерме сĕннĕ. 1938 çулта пĕрремеш олимпиада иртнĕ. 1939 çулта ăна уйăхне икĕ хутчен йĕркеленĕ. Вăрçă çулĕсенче культурăпа массăллă ĕç пăрахăçа тухнă. 1954 çулта районти культура çурчĕн сцени çинче ялсенчи хăй пултарулăх ушкăнĕсен смотрне йĕркеленĕ. Унта вун тăватă ушкăн хутшăннă. Йăмран ялĕнчи пултарулăх ушкăнĕн «Кай-кай Ивана» юрри жюри членĕсене тыткăнланă.
Пушкăртстанри чăвашсен «Канаш» обществăлла организацин хисеплĕ председателĕ Людмила Мурманская, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Уралçум филиалĕн председателĕ, Р.Г. Кузеев ячĕллĕ Этнологи тĕпчевĕсен институчĕн этнографи пайĕн тĕп наука ĕçченĕ Игорь Петров, Чăваш наци конгресĕн Пушкăртстанри элчи, Авăркас тăрăхĕнчи «Салават» КФХ ООО директорĕ Василий Федоров, Ĕпхÿри П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Наталья Никитина, Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнчи историпе культура центрĕн ертÿçи Светлана Матвеева, Вера Никонорова таврапĕлÿçĕ тата «Урал сасси» республика хаçачĕн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов юбилей ячĕпе саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Вĕсем ансамбль ертÿçине Алина Леонидовнана нумай çул хушши ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕç. Игорь Георгиевич вара чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн «Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллипе наградăларĕ.
Халăх юрри-кĕввин чăн-чăн уявне çаврăннă пуян концерт пурин кăмăлне те кайрĕ. Ăна залра ларакансене ырлӑх-сывлӑх сунса, ҫуркуннехи сар хӗвел пек ҫутӑ савӑнӑҫ сӗнсе хуçасем уҫрӗç. Кармаскалă районĕнчи Прибельский ялĕнчи «Прибельские зори» вырăс хорĕ, Пекенешри «Зорине» мăкшă фольклор ансамблĕ, Суук-Чишмари «Шевле», Сихунри «Çеçпĕл», Тинĕскÿлти «Пилеш» фольклор ушкăнĕсем, Константиновкăри «Рябиновый звон» халăх вокал ансамблĕ, Ĕпхÿ хулинчи «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ушкăнĕ, Авăркас тăрăхĕнчи «Ăраскал» ансамбль хăйсен юрри-кĕввипе ĕçтешĕсен кăмăлне çĕклерĕç.
«Çăлкуç» ушкăнĕн пайташĕсем авалхи чăваш тумне, хальхи стильпе çӗленисене кăтартрӗç. Маттур шăпăрлансем, чăн-чăн модельсем пекех, чăваш халăхӗн ача-пăча тумне тăхăнса сцена çине тухрӗç.Тум кăтартас пай питӗ пуян, интереслӗ иртрӗ. Сцена çине тухакансем çине пăхма питӗ кăсăк пулчӗ. Çапах та ачасене çитекен пулмарĕ – залра ларакансем вĕсем çине куç илмесĕр пăхса ларчĕç. «Ай, тур-тур, мĕнле хитре те», - тесе пăшăлтатрĕç умра тата хыçра ларакансем. Çакăн евĕр тум паянхи лавккасене конвейер çинчен пырса выртакан «моднăй» çи-пуçран пĕртте кая мар. Çак тумсемпе çăлкуçсем кашни тематикăлла мероприятирех усă кураççӗ, чăваш культурине районта кăна мар, республикăра та, ытти регионсенче те тивӗçлипе кăтартаççӗ.
Юбилейлă юрă-кĕвĕ уявĕн асран тухми финалĕнче «Ватти-вĕтти, çамрăкки, Ложкарисем – чи хитри!» юрă-кĕвĕ инструменчĕпе калани пулчĕ. Зал ура çине тăрса алă çупрĕ. «Халăх коллективĕ» ята тивĕçнĕ ушкăнăн кĕвĕ инструменчĕсем те халăхăнни пекех. Юрă-ташă ăстисен аллинче хут параппан, шăхличсемпе шăнкăравсем, шакăртмасемпе кашăксем курма пулчĕ. Паллах, кашнин сасси чĕрене пырса тиврĕ, куракана иртнĕ пурнăç авăрне путарчĕ. Çапла илемлĕ те пуян концерт куç хупса илнĕ пек хăвăрт иртсе кайрĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
«Çăлкуç» халăх ансамблĕ вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри – 70 çулта
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: