Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пултарулăх каçĕ
6 Мартӑн , 11:05

Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…

Февраль уйăхĕн сивĕ кунĕсенче чуна ăшăтса Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕнче (СГТКО) чӑваш эстрадӑпа фольклор «Сарпи» ансамблӗн концерчĕ иртрĕ. «Чӗререн тухакан сӑмахсем чӗренех ҫитеççĕ» ятпа йĕркеленĕ программăна Раҫҫей Федерацийӗн Çемье çулталӑкне халалланӑ.

Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…

Концерт Любовь Мартьянован сăввинчи çак йĕркесемпе пуçланчĕ:
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать.
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.
«Сарпин» чипер хĕрĕсем куракансене Атӑл хӗрринче пурӑнакан халӑхсем хушшинче лайӑх упранса юлнӑ чӗлхеллӗ, хӑйсен йӑли-йӗркипе, илемлӗ кĕвĕллĕ тӗлӗнмелле чăваш юррисемпе, ташшисемпе савăнтарчĕç. Концерта пухăннисем чӑваш халӑхӗн ҫемье йӑли-йӗркипе тата наци культура уйрăмлăхĕпе паллашрӗç. Пушкăртстан Республикин тава тивӗҫлĕ артистки Елена Федорова ҫакӑнта ларакансене кулӑшла калавсемпе савӑнтарчӗ, Ташӑ театрӗн артисчӗсем хореографи композицийӗсем кăтартса пачĕç, куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Кашни номер хыççăн артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Елена Христофоровна хăйĕн Даша мăнукне сцена çине кăларчĕ, пĕчĕкскер залра ларакансене чăвашла сăвă вуласа савăнтарчĕ. Питĕ тĕрĕс çакă, çамрăксемпе ĕçлемелле, асанне-кукамайсем вĕсемшĕн чи лайăх тĕслĕх.
Тăван чĕлхепе концертсем вăрах вăхăт пулманни, тĕнчери лару-тăру лăпкă марри çынсен кăмăлĕсене хуçать. Сарписем салтаксем çинчен юрă юрланă чух чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Ансамблӗн солисчӗсем хӑйсен ҫӗнӗ программипе ӑнӑҫлӑн паллаштарчӗҫ, куракансене музыкӑпа юрра юратни ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗсемшӗн ӑшӑ та чуна çывăх лару-тăру йĕркелеме пултарчĕç.
Программăна хатĕрлес ĕçре «Сарпи» ансамблĕн илемлĕх ертӳҫин ПР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗн Лира Файзуллинан тата ушкăн ертÿçин Олеся Пескован тÿписем те пысăк пулнине палăртмалла. Концерта ертсе пыракан Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки Елена Федорова та ăшă сăмахсене тивĕç.
Çÿллĕ шайра иртнĕ концертшăн артистсене тав сăмахĕ калама сцена çине Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономин ертÿçи Оксана Федорова, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ Геннадий Челпир çыравçă тата Пишпÿлек тăрăхĕнчен килсе çитнĕ хăна Сергей Михайлов чăваш хастарĕ тухрĕç. Сăмах калакансем ансамбль пултарулăхĕ ÿссе пыни, репертуар анлăланнине палăртрĕç, куракансен ятĕнчен чĕререн тав турĕç, чечексемпе кучченеçсем парнелерĕç.
Людмила МАРКИНА. Çтерлĕ хули.

Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Чĕререн тухакан сăмахсем тепĕр чĕре патне çитеççĕ…
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: