Пур хыпар та
«ПУРНĂÇ ТĂСĂЛАТЬ»
24 Апрелӗн 2019, 13:53

Ĕлĕкхи йăла-йĕркесен асамлă тĕнчинче

Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи тараватлă Кăратмас çĕрĕ çинче «Пурнăç тăсăлать» районти фольклор праçникĕ виççĕмĕш хут иртрĕ.

Унта 13 ялтан 14 фольклор ушкăнĕ, пурĕ 130 яхăн çын, хутшăнчĕç. Конкурса 7 çулхи шăпăрланран пуçласа (Эрехĕрринчи Даша Мурзакова) 85 çулхи ватă (Янăшмари Елена Филипповна Никитина) таран пулчĕç. Фольклор праçникĕ - тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе, пулăшса пурăннине çирĕплетекен мероприяти. Кунта чăвашла, тутарла, вырăсла, украинла, эрменле юрăсем янрарĕç. Юрă сăмахĕсем хăш чĕлхепе шăрансан та кашнинех ăнланмалла та çывăх пулчĕç. Пурте вĕсем пурнăçа, йăла-йĕркене сăнласа параканнисем. Акă Тарказăри ушкăн çăм нимине кăтартса пачĕ. Кунта хĕрарăмсем калаçа-калаçа, юрласа та шÿтлесе арлаççĕ, çыхаççĕ, çавăнтах çăм чаваççĕ, арçынни вара йĕкесем туса хĕрсене парнелет. Кивĕ Турайпа Бекетовăри пултарулăх коллективĕсем «Курак пăтти» йăли епле иртнипе паллаштарчĕç. Çĕнĕ Шаховăран килсе çитнĕ ушкăн шÿтлĕ мелпе «Хĕр вăрланине» кăтартса пачĕ. Кивĕ Шаховăсем тутарла «Улах» кăтартрĕç. Суккулти тутарсен пултарулăх ушкăнĕ «9 чей курăкĕ» пулăмра сиплĕ курăксене хăçан, епле пуçтарса хатĕрлемелли çинчен каласа пачĕ. 8 март ял клубĕнчи вырăс ушкăнĕ «Наталья овсянница» йăла-йĕркене, сĕлĕ çитĕнсе çитсен ăна çулса кĕлтесене çыхнине кăтартрĕ.
Районти чăваш ялĕсенчен килнисем пĕринчен тепри интереслĕ йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Шел, Чăваш Хурамал ялĕнче пурăнакансем çак уява пĕрре те хутшăнмаççĕ. Чи малтан праçнике, хуçасем пулса, кăратмассем уçрĕç. Ун хыççăн район администрацийĕн культура тата çамрăксемпе спорт пайĕн ертÿçи И.Ф.Рахматуллина сăмах илчĕ. Ермеккей ял Канашĕн председателĕ (Кăратмас та çак ял хутлăхне кĕрет) Н.Н.Тимиров кĕскен ял çинчен каласа пачĕ. Ялти «Шевле» ушкăна Хисеп хучĕпе чей ĕçмелли сервиз парса чысларĕ. Кăратмассем «Пукрав – тăпра ăшши» йăла-йĕркене ĕлĕк-авал тăван ялта епле ирттернине кăтартса пачĕç. Ертсе пыракансем, педагогика ĕçĕн ветеранĕ З.Н.Колесниковăпа ял библиотекарĕ С.В.Филиппова, кĕскен çак йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Жюри членĕсем пурте тутарсем пулнăран вырăсла та пуплеме тиврĕ. Иртнĕ çулсенче чăваш представителĕ те пурччĕ. Ку çул вара пулмарĕ. Кил хуçи пулса вылякансем - клуб ертÿçи Ю.А. Мурзаковапа О.И. Павлова - хĕле хатĕрленсе кил-çурта ăшăтса пÿрт шăтăкĕсене сÿспе саплаççĕ.
Малалли хаçатăн 17№.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.