Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пурнăç тĕвви - хĕрарăм
11 Мартӑн 2020, 14:27

Чи хаклă çын – анне

Çут çанталакăн ырă та савăнăçлă вăхăчĕ, çуркунне, çитрĕ. Тÿпери сар хĕвел кунран кун ытларах хĕртекен пулчĕ. Кăнтăрла вара тумла юхать. Вĕçен кайăксен сасси те улшăнсах пырать, вĕсен сассинче çуркунне пуçламăшĕн кĕвви илтĕнет. Мĕн тери ырă вăл - çуркунне пуçламăшĕ. Çак вăхăтра эпир тĕнчери чи паллă куна – Аннесен уявне - паллă тăватпăр! Анне…Мĕн тери хаклă çын вăл. Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл «Анне!»

Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас, юнашар ларса калаçас килет. Анне хăйĕн чун-чĕринчи мĕнпур лайăх енне пире халаллать, куллен-кун телей пиллесе пурнăçра пурăнма вĕрентет.
Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Кармаскал тăрăхĕнче вырнаçнă Йăмран ялĕнчи культура çуртĕнче аннесене хисеплесе, юратса тата чыс туса «Мелодии моей души» питĕ илемлĕ уяв каçĕ иртрĕ. Кермен çуртне килсе кĕрсенех вырăнти ертÿçĕсем пултаруллă аннесене йыхравласа пĕрле алă ĕçĕсен выставкине йĕркелерĕç. Унта чăваш тĕнчи, чăваш халăхĕн ăс-пурлăхĕ палăрчĕ. Йăмран ялĕнче алă ăстисем питĕ нумай. Вĕсен хушшинче: Вера Герасимова, Людмила Яковлева, Ольга Семенова, Людмила Никонорова тата ыт.те.
Уяв каçне килнĕ хăнасемшĕн, куракансемшĕн хальхинче Любовь Александровна Ивановапа Вера Николаевна Галяутдинова хăйсен ĕçĕсене халăх умне тăратрĕç. Пурте маттур та пултаруллă. Уйрăмах Л.А. Иванова пирки ырă сăмах калас килет. Çак нумай енлĕ талантлă, сăпайлă та тараватлă ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ пире культура ĕçĕнче нумай пулăшать. Паянхи кун вăл çамрăк ăрушăн 7 тухья хатĕрлерĕ, чăваш халăх «Çăлкуç» ансамбль валли саппунсем çĕлесе пачĕ, пир кĕписене çĕнетрĕ, уяв каçĕнче качча тухакан хĕрĕн ĕлĕкхи кĕпине çĕлесе парнелерĕ. Ăна ăс-тăнпа вăй-хăват çитернĕшĕн тайма пуç. Мухтав сана, чăваш хĕрарăмĕ!
Аннесен уявне ирттерме пирĕн пата Ĕпху хулинчен питĕ чаплă, ятлă та сумлă çынсем килсе çитрĕç. Ăслă та аслă, пултаруллă, мăнаçлă тата тепĕр чăваш хĕрарăмне, Пушкăрт Республикинчи чăвашсен Канашĕн ертÿçине, РСФСР вĕрентÿ ĕç отличникне Людмила Ивановна Мурманскаяна уйрăм тав сăмахĕ калас килет. Вăл тăрăшнипе куракансем сăвăçпа, композиторпа Ирина Витальевна Сухаревапа (Саригель) паллашрĕç. Залра унăн юрри-кĕвви янăрарĕ, пĕр юрă хыççăн тепĕр юрă шăнкăртатса выртакан юхан шыв пек юхрĕ! Пĕтĕм халăх кăмăлне кайрĕ çак хĕрарăм, унăн сăпайлăхĕ, сапăрлăхĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Тавах сире. Çÿлти Турă панă талантăр, тÿпери çут çăлтăр пек çуталса тăтăр. Тÿпери сар хĕвелтен яланах вăй-хал илсе пурăнмалла пултăр.
Çавăн пекех «Нарспи» ушкăнĕн солисчĕсене Василий Семеновпа Серафима Егорована, ансамблĕн аккомпаниаторне, Пушкăрт тата Чăваш республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Айрат Бариева, ушкăн ертÿçине, Пушкăрт тата Чăваш республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Галина Кириллована тав сăмахĕ калас килет. Залра пĕр пушă вырăн та пулмарĕ.
Йăмран ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсене Николай Степанова, Михаил Кудряшова, Галина Дмитриевана, Мария Григорьевана, Людмила Городничевана, «Çăлкуç» чăваш халăх ушкăнĕнчи Мария Кобяковапа Надежда Инькована, Вера Волковапа Анастасия Филимонована, Татьяна Кашенцована тата «Хĕлхем» вокалпа инструмент ушкăнăн солистне, Николай Семенова, тав тăвас килет. Концерт программи пысăк хăнасем килнипе те, вырăнти ĕçлекенсем тăрăшнипе те питĕ вăйлă, çÿллĕ шайра иртрĕ. Кÿршĕ ялсенчен те килнĕ хăнасем. Киленсех, савăнса пăхса ларчĕç. Сихун ялĕнчен çитнĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ М.Ф. Петрова хуçасене те, хăнасене те ăшă сăмахсем каласа тав турĕ. Уяв каçĕн вĕçĕнче ял халăхĕ ятĕнчен тав тăвакансем те пулĕç. Кармаскал тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Вера Тарасовна Никонорова та тăванла тараватлăхпа, чăвашла вашаватлăхпа хăнасене тав сăмахĕ каларĕ. Пĕтĕмлетсе калас пулсан, пирĕн час-часах çакнашкал тĕлпулусем ирттерме тăрăшмалла. Чăваш хĕрарăмĕсен ялан малта пымалла пултăр! Пушкăрт Республикинче Людмила Ивановна Мурманская пек вăйлă ертÿçĕ пулни пире, чăвашсене, савăнтарать. Малашне те пирĕн çыхăнусем çирĕпленсе пыччăр, хăнасене вара ыр кăмăлтан, чун-чĕререн кĕтсе илме çÿлти Турă вăй-хăват парса тăтăр! Пурне те тав! Хамăн шухăшăма çак сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет.
Хĕрарăм – чун савни,
Ыр асанне, юратнă мăшăр,
ытарайми анне.
Хĕрарăм - эсĕ çулăмлă поэзи,
Чуна тыткăнлакан
çĕн юрă – эсĕ.
Пĕр сăмах, пурнăç тĕвви –
хĕрарăм.
Алина СТЕПАНОВА,
чăваш халăх «Çăлкуç» ушкăнĕн ертÿçи.
Кармаскалă районӗ.
Читайте нас: