Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Хушăлка хĕрĕн телейĕ

Хĕрарăм вăл - килти хăтлăхпа вучах управçи. Хĕрарăмăн çемьери тивĕçĕ питĕ пысăк. Тĕрĕссипе каласан чылай арçын хăйсене хăйсем пăхаймаççĕ. Тирпейлĕ кил-çурт, таса савăт-сапа, тутлă апат, стенасен тĕсĕпе пĕр килекен чÿрече каррисем, çакă пурте хĕрарăмăн тăрăшуллăхĕпе çыхăннă. Килте хĕрарăм алли тĕкĕнмесен тавралăхра хăтлăх тени çук. Ачасем те хĕрарăмсăр çуралаймаççĕ. Аннесĕр ÿсекен ачасем кирлĕ таран пĕлÿпе хăнăхусем те илеймеççĕ. Вĕсен кăмăл уйрăмлăхĕсем те ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Хĕрарăмăн пурне те ĕлкĕрмелле, килте те, ĕçре те, мăшăрпа ачасене те тимлĕх уйăрмалла, çав вăхăтрах илемлĕ те пулмалла. Паян çакăн пек хĕрарăмăн тĕслĕхĕ çинче чарăнса тăрас килет.

Татьяна Алексеева (Васильева) Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче 1967 çулта çемьере аслă хĕр пулса çуралнă. Ашшĕ ир пурнăçран уйрăлса кайнипе (амăшĕ 46 çулта упăшкисĕр юлнă) Галина Ивановнан виçĕ хĕрне пĕчченех ура çине тăратма тÿр килнĕ. Татьяна вырăнти вăтам шкула 1985 çулта вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ университета историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ.
- Мĕн е кам хистенĕ-ха, сире учитель профессине суйласа илме? Е вăл чун туртăмĕ пулнă?
- Чун туртăмĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Тăван ялти шкулта вĕреннĕ чух пирĕн класс ертÿçи пулса Ираида Георгиевна Петрова ĕçлетчĕ. Çавăн пекех вăл вырăс чĕлхипе литература урокĕсене илсе пыратчĕ. Тата Владимир Васильевич Максимов чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Шупашкара вĕренме кайма хавхалантарчĕ. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чух олимпиадăсем çукчĕ, семинарсем ирттеретчĕç. Чăваш чĕлхипе йĕркелекеннисене тăтăшах хутшăнаттăм. Малтанах Пелепейри педагогика училищине вĕренме каясшăнччĕ, Владимир Васильевич мана Шупашкара çул тытма ÿкĕте кĕртрĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕсем мана вĕрентекен профессине суйласа илме пулăшнă та.
- Мĕнле майпа Ярмулай шкулне ĕçлеме килнĕ-ха эсир? Распределени йĕркипе е кам-тăр сĕннипе?
- 1990 çулта алла диплом илсен ман ума икĕ çул тухса тăчĕ. Тăван киле çывăх Пишпÿлек ялĕнчи 1№ шкулта тата Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче вĕрентекен кирлĕччĕ. Пĕрремĕш пĕлÿ çуртĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентмеллеччĕ. Шухăшласа пăхрăм та мĕншĕн-ха эпĕ университетра 5 çул тăршшĕ вĕреннĕ, чăваш чĕлхи учителĕ пулассишĕн мар-шим? Вара Ярмулай шкулне суйласа илтĕм.
- Пĕрремĕш ĕç кунне астăватăр-и эсир?
- Астумасăр, паянхи пекех астăватăп 1990 çулхи август уйăхĕн 25-мĕшне. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ тата 10-мĕш класăн ертÿçи пулма йышăнчĕç. Хамран хам тĕлĕнетĕп: çамрăкскер, опытсăр хĕр мĕнле килĕшнĕ-ши эпĕ çавăн чух аслă класри ачасене ертсе пыма? Вăл вăхăтра шкул директорĕ пулса Петр Константинович Дмитриев ĕçлетчĕ. Ушкăнра Елена Петровна Маркелова, Надежда Витальевна Иванова, Михаил Петрович Сидоров тата ытти пултаруллă, пуян опытлă вĕрентекенсем тăрăшатчĕç. Вĕсем мана хăйсен коллективне тăвана кĕтсе илнĕ пек йышăнчĕç. Мĕнле ыйтупа пырсан та ăнланма тăрăшатчĕç, сĕнÿпе тата ĕçпе пулăшу паратчĕç. 1997 çулта тата шкул библиотекин ĕçне шанса пачĕç.
- Чĕлхе ыйтăвĕ пур нацишĕн те çивĕч тăрать. Хăвăр ĕçĕрте мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулатăр?
- Çывăхри Этĕл, Марьян, Баймурза ялĕсенчи шкулсене хупнине пула вĕренекенсене автобуспа пирĕн пĕлÿ çуртне илсе килеççĕ. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ наци ачисем пур. Тăван чĕлхе урокĕсенче пайланма тÿр килет: пĕрисем чăваш, теприсем вырăс уйрăмне çÿреççĕ. Тăван чĕлхе урокĕсем валли халĕ сехетсем те сахал уйăраççĕ. Кирлĕ таран пĕлÿ парса, хăнăхтарусем туса ĕлкĕрейместпĕр. Çав вăхăтрах ачасене олимпиадăсене те хатĕрлемелле. Тата хăш-пĕр чăваш çемйисенче ашшĕ-амăшĕсем ачисене чăваш чĕлхине вĕрентесшĕн мар. Вĕсем малалли вĕренÿре вăл кирлĕ мар, вырăс чĕлхипе калаçма кансĕрлет çеç тесе шутлаççĕ. Телее, пурте ун пек шутламаççĕ-ха. Мĕн тăвăн çакăн пек чух, тăван чĕлхене юратасси, унпа калаçасси ытларах атте-аннерен килет-çке.
- Хăвăр телейĕре, мăшăрăра та çак ялтах тупнă-ха эсир. Пĕр пĕлĕшĕм мана мăшăру сана лайăх ăнлантăр тесен иксĕр те пĕр профессипе ĕçлени аван пулать тенĕччĕ. Мăшăрăр та вĕрентекен пулни сире пĕр-пĕрне ăнланма пулăшать-и?
- Ярмулай шкулне ĕçлеме килсенех, эпир çамрăксем, пĕр-пĕрне сăнама тытăнтăмăр. Унтан тĕл пулма пуçларăмăр, çулталăкран пĕрлешрĕмĕр. Григорий Александрович, математика учителĕ пулса ĕçлетчĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Учитель ĕçĕ шкулта урок ирттернипе вĕçленмест çав, план çырассине, тетрадьсене тĕрĕслессине, отчетсем хатĕрлессине килте пурнăçлас пулать. Килте вара хуçалăх, икĕ ача... Вĕрентекеншĕн çĕрĕ-çĕрĕпе хут ĕçĕпе ларасси йăлана кĕнĕ пулăм. Мăшăрпа иксĕмĕр пĕр ĕçпе çыхăннăскерсем пĕр-пĕрне лайăх ăнланнă ĕнтĕ эпир, пулăшса пынă. Пĕрлешнĕренпе 30 çул çитрĕ те ĕнтĕ. Икĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр, аслă пĕлÿ патăмăр. Халĕ аслă хĕр Наталья Самара хулинчи «Выбор» ООО-ра юрист пулса ĕçлет, çемйипе çав хуларах пурăнать. Саша ывăл Самарти чугун çул университетне пĕтернĕ хыççăн Приютовăра чугун çул çинче тăрăшать.
- Татьяна Александровна, эсир педагогика ĕçĕнче 31 çул тăрăшатăр. Паллах, çитĕнÿсем те чылай-тăр?
- Учителĕн ĕçĕ пĕтĕмпех вĕренекенсен çитĕнĕвĕсенче курăнать. Юлашки çулсенче çак ачасем палăрчĕç: Ангелина Герасимова 2015-2016 çулсенче республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче призер пулчĕ, Настя Дмитриева 2013 çулта, Иван Павлов 2018 çулта республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç.
2017-2018 çç республика шайĕнчи олимпиадăсенче Кристина Григорьева икĕ çул умлă-хыçлă пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кашни çулах «Пою мою республику» ятлă республика шайĕнчи сочинени конкурсне хутшăнатпăр. 2018 çулта Дина Гордеева çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ, 2019 çулта 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Маркел Гордеев «Силпи асамачĕ» конкурсăн «Илемлĕ вулав» номинацинче 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Вăлах, 2020 çулхи февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче иртнĕ республикăри илемлĕ сăвă калакансен конкурсĕнче Раиса Сарпин «Географсем пĕлмеççĕ ун çинчен» сăвва вуласа 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ксения Сидорова район шайĕнче иртнĕ «Интеллект будущего» конференцинче Ф.Н. Вуколов-Эрликăн пултарулăхĕ çинчен наукăпа тĕпчев ĕçĕ çырса 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Нумаях пулмасть Тольятти хулинчен ачасен çитĕнĕвĕсен энциклопедине камсене кĕртме пултаратăр тесе ыйтса ячĕç. Эпир пултарулăхĕсене кура унта çÿлерех асăннă 4 ачана сĕнтĕмĕр. Çулсерен ачасемпе Чăваш чĕлхи кунне, Ачасен акатуйне хутшăнатпăр. Хам та К.В. Иванова халалланă «Иванов вулавĕсем» наукăпа методика конференцине хутшăнтăм, «Шурăмпуç çăлтăрĕ» мастер-класс кăтартса 2-мĕш вырăн йышăнтăм.
Татьяна Александровна 2014 çулта Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Тав çырăвне, виçĕ хутчен Чаваш наци конгресĕн Хисеп хутне, 2015 çулта ПР Вĕрентÿ министерствин Тав çырăвне, 2012 çулта РФ Наукăпа пĕлÿ министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Иртнĕ çул ăна «РФ воспитанипе çут ĕç хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă. Паянхи куна кăшăлвирус пандемине пула çак награда хуçи патне çитеймен-ха.
- Татьяна Александровна, хĕрарăм телейĕ мĕнре вăл? Хăвăр телейĕре мĕнре куратăр?
- Ĕçри хавхаланура, çынсене усă кÿнинче, йывăр вăхăтра пулăшма хатĕр пулнинче. Ачасем, тăвансем ырă-сывă пулсан, çемьере ăнланулăх, тăнăçлăх, юрату хуçалансан эпĕ хама телейлĕ туятăп.
- Хĕрарăмсен уявĕ çывхарнă май мĕн суннă пулăттăр эсир чăваш пикисене?
- Сывлăхлă, вăйлă пулма сунатăп. Пурнăçра сиксе тухакан хĕнлĕхсене çĕнтерме яланах вăй-хăват çиттĕр. Хĕрсем, хĕрарăмсем, хăвăра упрама тăрăшăр. Мĕншĕн тесен эсир хăвăр ачăрсене, мăшăрăра,тăванăрсене, таврари çынсене питĕ кирлĕ.
Хама тивĕçнĕ самантпа усă курса çакна та каласа хăварасшăн. «Урал сасси» хаçата мĕн тухма пуçланăранпа çырăнса илетĕп. Унта яланах шкул ачисем валли усăллă заметкăсем тупса пулать, пĕлтерĕшлĕ материалсем пичетленеççĕ. Çакăншăн сире, редакци ĕçченĕсем, пысăк тав каласшăн, ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунасшăн.
- Тавтапуç сире ырă сăмахсемшĕн.
Инга АЛЕКСЕЕВА калаçнă.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.
Читайте нас: