– Ирина Леонидовна, эсир хăвăр профессие чунтан юратни палăрать. Ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ пулас? - ыйтатăп медицина ĕçченĕнчен.
– Çапла, - тет вăл манпа килĕшсе. - Мĕн пĕчĕкренех анне е педагогика, е медицина енĕпе вĕренме каятăн пуль тетчĕ. Чун ытларах медицина енне туртатчĕ. Унсăр пуçне атте ир чирлесе вилчĕ. Шалкăм (инсульт) çапнă хыççăн пилĕк кун хушшинче çухатрăмăр ăна. Ун чухне эпĕ тăххăрмĕш класра вĕренеттĕм. Çак пулăм ĕмĕрех чĕрене ларса юлнă, медицина профессине суйласа илме хистенĕ пуль. Унсăр пуçне Хурамалти фельдшерпа акушер пунктĕнче аттен аппăшĕ, Люба аппа, Любовь Николаевна Яковлева, ĕçлетчĕ. Ун патне ĕçе кайса çÿреме юрататтăм. Тап-таса урайсем, эмел шăрши тем пекех килĕшетчĕ. Çавăнпа та вырăнти шкултан вĕренсе тухсан пĕр шухăшласа тăмасăрах Октябрьски хулинчи медицина училищине çул тытрăм.
2000 çулта И.Л. Максимова медицина сестрин дипломне алла илсе Мичурин ялĕнчи участок больницине, стационара, ĕçлеме вырнаçнă. Тепĕр тăватă çултан Мичурин ялне çĕнетÿ текен самана хумĕ килсе çитнĕ. Больницăна хупнă, çамрăк специалист ĕçсĕр тăрса юлса икĕ çул килте «ларнă».
– Килте ларнă май фельдшера вĕренес шухăш çуралчĕ. Люба аппа пенсие кайма хатĕрленетчĕ. «Эпĕ вĕренсе тухиччен ĕçле, унтан хам килĕп», - сĕнтĕм ăна пĕррехинче. Вăл килĕшрĕ. Иксĕмĕр районти кадрсен уйрăмне çитсе килтĕмĕр. Тивĕçлĕ канăва тухнă Люба аппана тепĕр çулталăк ĕçлеме ирĕк пачĕç. 2007 çулхи çулла алла диплом илсенех фельдшер пулса ĕçлеме тытăм. Унтанпа 15 çула кайнă ĕнтĕ. Фельдшер профессине суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмен, - аса илет Ирина Леонидовна хăй пурнăçĕн саманчĕсене.
Фельдшерпа акушер пункчĕ виçĕ яла, Тимирово (тутар ялĕ), Еланчикбашево (çармăс ялĕ) тата Хурамал ялĕсенче пурăнакансен сывлăхĕсене тимлесе тăрать. Вĕсен хушши пилĕкшер çухрăм. Ял фельдшерĕн ĕçĕ нумай: Ирина Леонидовна кашни кун чирлĕ çынсене йышăнать, ачасене, йывăрлă хĕрарăмсене пăхса тăрать, васкавлă пулăшу парать, ир çинчен врач çырса панă процедурăсене пурнăçлать, кăнтăрла хыççăн килĕрен çÿрет, флюорографи тĕпчевĕн срокĕсене, диспансеризаци иртнине асăрхаса, пĕлтерсе тăрать. Çаксене пурне те пурнăçлас тесессĕн ĕçлемелле çеç мар, ĕçпе пурăнмалла. Çынсем хăйсене начар туйма пуçласанах фельдшер патне утаççĕ е шăнкăравлаççĕ. Карас телефонĕ çинче кашнинех фельдшер номерĕ пур. Район пульницине питĕ хĕн пулсан çеç каяççĕ. И.Л. Максимован территорийĕнче - 376 çын. Вĕсен кашнин хăйĕн чирĕ, уйрăмлăхĕсем. Ял фельдшерĕ вăл çемье тухтăрĕ майлах. «Ялти фельдшерăн терапевт та, педиатр та, гинеколог та пулмалла, çын ÿт-пĕвĕ пирки çÿçрен пуçласа ура тупанĕ таранччен пĕлмелле», - тет Ирина Леонидовна хăй ĕçне кĕскен хак парса.
Сывлăх хуралĕнче тăнисĕр пуçне ытти пур ĕçе те фельдшерăн хăйĕнех тума тивет. Ĕçлеме пуçланă çулсенче ФАПра санитарка та, акушерка та пулнă.
Камăн мĕнле пулĕ те, Ирина Леонидовнăшăн пĕрремĕш ĕç кунĕ, 2007 çулхи июль уйăхĕн 6-мĕшĕ, Максим Сергеев çуралнипе асра юлнă.
- Ĕç кунĕ вĕçленсен киле таврăнтăм. Юркка Сергеев чупса килчĕ. Мăшăрĕ аптăраса ÿкни, çăмăлланма вăхăчĕ çитни пирки пĕлтерчĕ. Светланăна Шаранти ача çуратмалли çурта леçрĕмĕр. Çав кун вĕсен Максим ывăлĕ çуралчĕ. Халĕ вăл саккăрмĕш класра вĕренет. Максим авлансассăнах тивĕçлĕ канăва каясси пирки шутлама пуçлăп, - тет чăваш хĕрарăмĕ шÿтлесе.
Ял çыннисем хăйсен фельдшерĕ пирки ыррине çеç калаççĕ. Ирина Леонидовна вара кашнинпех тимлĕ пулма тăрăшать, тутарсемпе тутарла, çармăссемпе çармăсла калаçать. Чирлĕ çынсемшĕн эмелтен те хаклăраххи ăшă сăмах пулнине яланах асра тытать. «Маншăн чи хакли – чирлĕ çынсем сывални, вĕсем йăл кулни», - тет Ирина Леонидовна.
Надежда РОДИОНОВА.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.