Каласа хăварас килет, малтан арçынсене калаçтарма хĕнтерех пулчĕ. Тен, кăмăлĕсене хам енне çавăрма пĕлмерĕм, тен, сăлтавĕ арçынсем нумай сăмахлама юратманнинче пулчĕ. Тавах, ман ыйтусем çине хуравлама хатĕррисем тупăнчĕç. Этемлĕхĕн вăйлă пайĕнчен хăйсене килĕшекен хĕрарăмсен чи лайăх тата япăх енĕсем çинчен ыйтрăм. Тата март уйăхĕн 8-мĕшĕ вĕсен çемйинче мĕнле иртни, çывăх çыннисене уяв ячĕпе епле саламлани, савăнтарни пирки ыйту пулчĕ.
Валерий Григорьев, 57 çулта, Ермеккей районĕ, Креппит ялĕ.
–Хĕрарăм Турă панă таран илемлĕ, çепĕç, ырă кăмăллă, ĕçчен, тăрăшуллă, тирпейлĕ, таса пулмалла. Питĕрех çемçе кăмăллă, майлă пулни килĕшет. Мана ку енчен Валя мăшăрпа ăннă темелле. Ялта пурăннă май пысăк хуçалăх тытатпăр, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчететпĕр, пахчара çимĕç çитĕнтеретпĕр. Вăл апат-çимĕç, икерчĕ-кукăль пĕçерме ăста, компот-варени, салатсем, хăяр-помидор хĕл валли нумай хатĕрлет. Хĕрсем çак ĕçре ăна пулăшаççĕ.
Чи начарри хĕрарăм кутăнлашни тесе шутлатăп. Анчах та кашни çын хăйнеевĕрлĕ, тавракурăмлă пулнине, ăна çĕнĕрен туса пулманнине те шута илмелле. Ун пек чухне пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшмалла, килĕшÿ патне тухмалла.
Март уйăхĕн 8-мĕшне хĕрсемпе кĕрÿсем, мăнуксем киле пухăнаççĕ. Валентина мăшăрпа маларах Октябрьск хулине çитсе кучченеçсем, апат-çимĕç туянатпăр. Уява пысăк йышпа хаваслă ирттеретпĕр.
Денис Кузнецов, 38 çулта, Ĕпхÿ хули.
– Хĕрарăм илемлĕ пит-куçлă, йăрăс пÿ-силлĕ, сăпайлă, тÿрĕ кăмăллă, шанчăклă пулни килĕшет. Вăл лайăх кил хуçи арăмĕ пулмалла, пурнăçра канашпа, май пур таран ĕçпе пулăшмалла.
Тÿрккес (грубые) кăмăллисене, ултавçăсене, юлхавсене, тирпейсĕрсене (неопрятные), çи-пуçне пăхманнисене килĕштерместĕп.
Кристина мăшăрпа икĕ ывăл ÿстеретпĕр. Уяв кунĕнче ывăлсемпе килте тирпей-илем кÿртетпĕр, урай, савăт-сапа çăватпăр, тусан сăтăратпăр. Уяв кунĕнче те, ытти чух та ирхи апат хам хатĕрлеме тăрăшатăп. Çăмарта, улма, икерчĕ пĕçерме, çăмарта хăпартăвĕ, бутерброд, чей, кофе хатĕрлеме пултаратăп. Хăш чух март уйăхĕн 8-мĕшĕнче çемьепе кафене, ресторана кайма е суши-роллы, пицца заказ тума тăрăшатпăр. Мăшăрăма асăннă кун кантаратăп, массаж, спа-процедура салонĕн абонементне, тум-тир е парфюмери магазинĕн сертификатне парнелетĕп.
Николай Федоров, 48 çулта, Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.
– Илемлĕ пит-куçлă, йăрăс пÿллĕ, чипер хĕр е хĕрарăм çине пăхма паллах кăмăллă. Эпир, арçынсем, ун пеккисем çине пăхса куçсене савăнтаратпăр. Анчах та яштака кевте-кĕлетке, çамрăклăх вăл вăхăтлăх палли çеç-ха. Çумра шанчăклă, ырă кăмăллă, ачаш, тарават, апат-çимĕç пĕçерме ăста, тăрăшуллă, ачасене лайăх пăхакан, тимлĕ хĕрарăма курас килет. Чылай чух арçынсем арăм суйланă чух хăйсен амăшĕ пеккине шыраççĕ. Мăшăра юратмалла, тимлĕх уйăрмалла, чунпа ÿт ăшшине парнелемелле. Вăл вара ирех тутлă апатпа, аш-какайран хатĕрленипе савăнтарать. Пурăнмалли условисем кирлĕ шайра пулмалла. Холодильник пушă пулсан мĕнрен пĕçертĕр-ха хĕрарăм апатне? Укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси ытларах арçын тивĕçĕ. Çын умĕнче алăран тытăнса, ыталанса, пĕр-пĕрне чуп туса çÿрени тимлĕх уйăрни тесе шутламастăп.
Хĕрсенче, хĕрарăмсенче чи килĕшменни - пирус туртни тата ытлашши эрех-сăра ĕçни. Çĕр çине лачлаттарса суракан хĕрарăмсене тÿсме пултараймастăп.
Март уйăхĕн 8-мĕшĕнче мăшăра, хĕрĕмсене, инкесене, аслă аппасене чечексем, парнесем парса савăнтарма тăрăшатăп, шашлăк ăшалатăп. Кил хуçалăхра нихăçан та ку арçын е хĕрарăм ĕçĕ тесе шутлашса тăмастăп. Мăшăрăма яланах пулăшма хатĕр. Апат пĕçересси, чашăк-тирĕк, урай çăвасси, ĕне сăвасси маншăн хăнăхнă ĕçсем.
Андрей Никитин, 36 çулта, Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.
– Чи кирли – хĕрарăм вучах сыхлавçи пулни. Çемье интересĕсене мала хуракан, ачасене юратакан анне, мăшăрне хисеплекен, шанчăклă, сăпайлă, çепĕç, кил хуçалăха ăста йĕркелесе пыракан, ăслă, йывăрлăха лекнĕ çынсене ялан пулăшма хатĕр, тĕрĕс йышăнусем тăвакан хĕрарăмсене хисеплетĕп. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă, лайăх интуициллĕ хĕрсем, хĕрарăмсем килĕшеççĕ. Арçынпа хĕрарăмăн пĕрлехи интерессем пулсан аванрах. Этемлĕхĕн ытарайми пайĕн представителĕсем кăмăлĕпе, тум-тирĕпе те çепĕç (женственная) пулмалла. Хĕрсем, хĕрарăмсем шăлаварпа çÿрени килĕшмест, ман шутпа, кĕпе тăхăнсан вĕсем илемлĕрех те чипертерех курăнаççĕ. Пикесем ялан вăйлă пулни те аван мар пек. Кăштах хевтесĕртерех (беспомощный) чиперккесене пирĕн, арçынсен, пулăшас, хамăр хÿтлĕхе илес килет.
Чăрсăр (дерзкий), киревсĕр сăмахсемпе калаçакан, туртакан, ĕçекен хĕрарăмсене курсан кăмăл хуçăлать. Илемлĕх тени те Турă пани пулмалла, искусствăлла тутасем, куç тĕкĕсем (ресницы), кăкăрсем тунисене килĕштерместĕп. Хĕрарăм тултан çеç мар, чунĕпе те илемлĕ пулмалла. Манăн çемьере пилĕк чиперкке: юратнă мăшăр тата тăватă хĕр. Мăшăра уяв кунĕнче чечек çыххи, хĕр пĕрчисене илемлĕ лента-заколка, шăрçа-çĕрĕсем парнелесе савăнтаратăп. Кĕçĕн, çулталăкри хĕрĕм кăшт аталансан район центрне, хулана çитсе кафене кайма тытăнăпăр акă. Вăхăт пулсан уяв апатне те хатĕрлетĕп. Каçпа ачасене çывăрма вырттарсан мăшăрпа çурта çутса каçхи апат тăватпăр.
Валерий Титов, 68 çулта, Иглин ялĕ.
– Тÿрĕ кăмăллă, арçынсене мĕнле пур çапла йышăнакан, вак-тĕвекшĕн ÿпкелемен, темиçе çул иртсен аван мар лару-тăру çинчен астутарман хĕрарăмсене хисеплетĕп. Хĕрарăм кил-хуçалăх илсе пыма, пахча çимĕç ÿстерме пĕлмелле. Арçынна пуçарусенче канашпа, ĕçпе пулăшма тăрăшмалла. Вăл ырă кăмăллă, çепĕç, çи-пуçĕпе тирпейлĕ, йăнăшсемшĕн каçарма пĕлекен пулмалла.
Вăрах вăхăт çилленсе, хĕвĕнче чул чиксе çÿрекен хĕрарăмсене кăмăлламастăп. Кĕске ăслă, тирпейсĕр, пирус туртакан, эрех-сăрапа ытлашши иртĕнекен хĕр-хĕрарăмсене килĕштерместĕп.
Март уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕн пата ачасемпе мăнуксем килеççĕ. Мăшăра ирех чечек çыххи парса савăнтаратăп. Пĕр-ик кун маларах холодец хатĕрлетĕп, уяв кунĕнче шашлăк ăшалатăп.
Инга АЛЕКСЕЕВА калаçнă.