Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Кашни çĕршыв хăйне евĕр тимлĕх уйăрать

Паян – март уйăхĕн 7-мĕшĕ. Шăпах ыран этемлĕхĕн черчен пайĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне паллă тăвĕ. Çавăнпа асăннă темăна çак уява халаллăпăр та. Сире çак уявпа çыхăннă интереслĕ фактсемпе паллаштарăпăр.

Кашни çĕршыв хăйне евĕр тимлĕх уйăрать
Кашни çĕршыв хăйне евĕр тимлĕх уйăрать

1. СССР саманинче мимоза март уйăхĕн 8-мĕшĕн тĕп чечек символĕ шутланнă. Чăннипе вара эпир «мимоза» тесе калани вырăс квалификацийĕнче кĕмĕл акаципе тÿр килет.
Чăн-чăн мимоза – шупка кăвак чечек, вăл нихăçан та хÿхĕм чечек çупкăмĕсемпе савăнтармасть. Вăл та акаци пекех пĕр йыша кĕрет. Италире асăннă ÿсен-тăрана Mimosa теççĕ.
2. Хĕрарăмсен праçникне Авалхи Римра та паллă тунă. Йăлана кĕнĕ пекех – парнесемпе, салам сăмахĕсемпе. Рим çыннисем мăшăрĕсене парнесем парнеленĕ, хĕрарăм-тарçăсене канмалли кун панă.
3. Мадагаскарта мартăн 8-мĕшĕнче хĕрарăмсемпе хĕрсем кăна канаççĕ. Китайра вара уяв пулсан та ĕç кунĕ шутланать. СССРта 1966 çултан пуçласа Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче ĕçе каймасса пултарнă.
4. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Португалире пурăнакан хĕрарăмсем асăннă уява арçынсем хушшинче паллă тумаççĕ. Март уйăхĕн 8-мĕшĕ – асăннă çĕршывра хĕр сăри (девичник) кунĕ.
5. Сиринче мартăн 8-мĕшĕнче – Революци кунĕ, Замбинче – Çамрăксен кунĕ, Малазире – Султан кунĕ, Либеринче – Пуçĕсене хунисене асăнмалли кун.
6. Хĕрарăмсен 44% уяв кунĕнче чечек çыххи парнелессе шанать. Çулсерен арçынсен 55% этемлĕхĕн черчен пайне чечек çыххипе саламлать. Паха капăрлăхсене илес пулсан, хĕрарăмсен 15-16% ювелир таварĕ кĕтет, анчах этемлĕхĕн вăйлă пайĕн 9% çеç укçа-тенкĕ тăкаклама хатĕр.
7. Японире март уйăхне пĕтĕмпех хĕрарăмсене «парнеленĕ» тесен те йăнăш пулмĕ. Япони Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне паллă тумасть пулин те хăйсен хĕрарăмĕсене март уйăхĕнче икĕ уявпа савăнтарать: мартăн 3-мĕшĕ – Хĕр ачасен уявĕ, мартăн 14-мĕшĕ – Шурă кун. Шăпах çак кун этемлĕхĕн черчен пайĕ хăйсен савнийĕсенчен парне илме тивĕçет.
8. Март уйăхĕн 8-мĕшĕнче Индире пачах урăх уяв паллă тăваççĕ – Холи е Сăрăсен праçникĕ. Çĕршывра уяв кăвайчĕсем чĕртеççĕ, халăх ташлать, юрăсем юрлать, пĕр-пĕрне тĕрлĕ тĕслĕ çăнăх евĕр сăрăсене шывпа шĕветсе сапаççĕ. Хĕрарăмсен кунне илес пулсан Индире ăна октябрь уйăхĕнче уявлаççĕ, вăл 10 куна тăсăлать.
9. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне ытларах тюльпансем парнелеççĕ. Вĕсем çуркунне çитнине пĕлтереççĕ. Унсăр пуçне вĕсен хакĕ роза чечекĕсенчен йÿнерех.
10. Италире тата Англире мартăн 8-мĕшĕнче хĕрарăмсене пысăк тимлĕх уйăрмаççĕ. Италире çак куна канмалли кунсен шутне кĕртмен. Арçынсем уявлассине хатĕрленмеççĕ, пикесене мимоза чечекĕ çеç парнелеççĕ. Англире те çавăн пекрех иртет. Праçнике официаллă майпа паллă тумаççĕ, чечексем туянмаççĕ. Кунта Анне кунне анлă уявлаççĕ.
11. Литвара 1997 çулта март уйăхĕн 8-мĕшне уявсен списокĕнчен пачах та кăларнă пулнă. 2002 çултан çеç Çуркунне уявĕ тесе каялла тавăрнă. Çĕршывра пурăнакансем хаваспах çак куна паллă тăваççĕ тесе каласа пулмасть: пĕрисем пачах та уявламаççĕ, иккĕмĕшĕсем пĕлтерĕшне курмаççĕ, виççĕмĕшсем хушма кану кунĕ тесе савăнаççĕ.
12. Германире тата Польшăра мартăн 8-мĕшĕ – ахальхи, йăлана кĕнĕ ĕç кунĕ. Нимĕç хĕрарăмĕсем Анне кунне (май уйăхĕнче) çеç канма, мĕнпур ĕçе арçынсем çине тиеме, парнесемпе савăнма пултараççĕ. Францире те çакна курма пулать.
13. Китайра март уйăхĕн 8-мĕшĕ канмалли кун шутланмасть. Вагонĕ-вагонĕпе чечексем туянмаççĕ, шавлă мероприятисем ирттермеççĕ. Хĕрарăмсен коллективĕсенче çак кун этемлĕхĕн черчен пайĕ арçынсемпе пĕр тан пулнине мала хураççĕ. Çамрăксем вара хаваспах пĕр-пĕрне парне тăваççĕ. Апла пулин те асăннă çĕршывра пурăнакансемшĕн Китай çĕнĕ çулĕ чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнă, пулать те.
14. Паянхи куна тивĕçтерекен пĕрремĕш Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне 1914 çулта паллă тунă. Шăпах çавăн чухне мартăн 8-мĕшĕ вырсарни кунпа тÿр килнĕ, хĕрарăмсен ытларах пайĕ ĕçлемен. Çакă вĕсене маршсемпе ытти мероприятисене хутшăнма май панă. Çавăнтанпа асăннă уява мартăн 8-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
15. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕн хăйĕн тĕсĕ пур. Хĕрлĕ-кăвак тĕрĕслĕх тата тивĕçлĕх тенине пĕлтерет, симĕс – шанчăк, шурă – тасалăх. Çак тĕссене Хĕрарăмсен обществăпа политика союзĕ 1908 çулта Великобританинче палăртнă. Анчах шурă тĕспе пачах усă курмаççĕ, мĕншĕн тесен тасалăх тавлашу çуратать.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: