Пур хыпар та

«Çынсем савăннине курсан, чĕрене ăшă туйăм ярса илет»

РФ Коммунистсен партийĕн «Раççей шанчăкĕ» («Надежда России») Пĕтĕм Раççейри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн Пелепей хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Галина Кириллова Ĕпхÿ хулинче иртнĕ мероприятие хутшăнса Пушкăртстанри 35 район представителĕ хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Çынсем савăннине курсан, чĕрене ăшă туйăм ярса илет»
«Çынсем савăннине курсан, чĕрене ăшă туйăм ярса илет»

Ăна Пелепей хулипе тата районĕпе паллаштарнăшăн, «Хĕрлĕ кĕпе» конкурсра тумне хÿтĕленĕшĕн тивĕçнĕ дипломпа кубока «Раççей шанчăкĕ» Пĕтĕм Раççейри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Надежда Останина (Мускав хули) панă.
Галина Владимировнан хастарлăхне чылай çĕрте асăрхама пулать. Вăл инвалидсем, нумай ачаллă, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесем валли япаласем пуçтарассине йĕркелет. Май пур таран Пелепей тăрăхĕнчи Максим Горький ялĕнче вырнаçнă Туймазă районне кĕрекен Верхнетроицкинчи психоневрологи интерначĕн сусăр тата аслă ÿсĕмри граждансене стационарлă социаллă пулăшу паракан уйрăмĕнчи ватăсене те тимлĕх уйăрать. Пирĕн хушăра алă ĕçне ăста инвалидсем сахал мар. Чăваш хĕрарăмĕ вĕсене те тĕрлĕ выставкăсем йĕркелеме пулăшать. Çакă вара сусăрсене пултарулăхĕсене аталантарма, хăйсене шанма май парать.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм «Эпир пĕрле» («Мы вместе») проекта та хастар хутшăннă. Ытти волонтерсемпе пĕрле çар валли кирлĕ япаласем пухать. Çавăн пекех вăл консерв, сгущенка банкисем пуçтарса окоп çуртисем шăратассине те йĕркеленĕ.
Хĕллехи вăхăтра хамăр салтаксем валли 25 мăшăр ăшă та çемçе нуски çыхнă. Халĕ тата çĕвĕ машинисем туянса аялтан тăхăнмалли ятарлă кĕпе-йĕмсем çĕлессине йĕркелесшĕн.
Март уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн хваттерсем тăрăх çÿресе парти пайташĕсем шутланакан аслă çулхи хĕрарăмсене тимлĕх уйăрма та манман.
Галина Владимировна чăваш концерчĕсенчен, тĕрлĕ уяв мероприятийĕсенчен те пăрăнса юлмасть, «Урал сасси» хаçата çырăнтарас ĕçре те хастар пулăшать.
– Çынсем савăннине курсан чĕрене ăшă туйăм ярса илет, ывăнни те иртсе каять. Пĕчĕк пулăшу вăл – пысăк пулăшăвăн пуçламăшĕ, – тет общество хастарĕ.
Пултаруллă чăваш хĕрарăмне сумлă та тивĕçлĕ наградăна илнĕ ятпа ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей районĕ.

«Çынсем савăннине курсан, чĕрене ăшă туйăм ярса илет»
«Çынсем савăннине курсан, чĕрене ăшă туйăм ярса илет»
«Çынсем савăннине курсан, чĕрене ăшă туйăм ярса илет»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: