Пур хыпар та
Пушкăртстана - 100 çул
17 Апрелӗн 2019, 13:52

Эпир туслăхпа вăйлă

Ермеккей районĕнче Пушкăртстан Республики 100 çул çитнине халалланă фестиваль-марафон малалла пырать. Нумаях пулмасть районти культура керменĕн сцени çине Суккул ял Канашĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем тухнă.

Суккул ял хутлăхĕ - тĕрлĕ йăла-йĕркесемпе, пултарулăх коллективĕсемпе пуян нумай нациллĕ тăрăх. Асăннă ял Канашне 9 ял кĕрет. Кунта пĕр туслă çемье пек ултă тĕрлĕ наци - вырăссемпе пушкăртсем, чăвашсемпе тутарсем, мăкшăсемпе удмуртсем - пурăнаççĕ. Сăваплă Ермеккей çĕрĕ çинче виçĕ Социализла Ĕç Геройĕ - Федор Гарин, Михаил Прохоров, Арсентий Спиридонов - çуралса ÿснĕ. Вĕсем пурте Суккул чăвашĕсем.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçин паттăрĕ Мугин Нагаев икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ята, пилĕк çар орденĕпе медальсене тивĕçнĕ. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ Николай Прохоров районта пуçласа Пĕтĕм Раççейри конкурсра «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн чи лайăх вĕрентекенĕ» ята илнипе мăнаçланма пултарать. Янăшма ялĕнчи «Мерчен» ансамбле чĕрĕк ĕмĕр ытла хăй ĕçĕн ăсти, пултаруллă педагог Виталий Тарасов ертсе пынă. Халĕ çак ĕçе унăн вĕрентекенĕсем малалла тăсаççĕ. Коллектив вырăс, чăваш юррисене шăрантарать. Район тата ун тулашĕнчи конкурссене хутшăнать.
Юбилее халалланă мероприятинче пухăннисене район администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов тата йыхравланă хăнасем саламланă. Уяв концерчĕн пуян та илемлĕ программи пурне те килĕшнĕ. Ăна Суккул ял хутлăхĕнчи пултарулăх коллективĕсем хатĕрленĕ.
Юлашкинчен Суккул ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Фаниль Галимов уяв ялавне Спартак ял Канашĕн пуçлăхне Флюза Гафуровăна тыттарнă. Ял хутлăхĕсен ертÿçисем асăнмалăх парнесемпе ылмашăннă.
Надежда РОДИОНОВА.
Ермеккей районĕ.