Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
28 Августӑн 2019, 13:29

Кĕркури мучин аса илĕвĕсем

«Урал сасси» вулаканĕсем йышлă пулни редакци ĕçченĕсене савăнтарать. Вĕсен ушкăнĕнче ватти те, вĕтти те пур. Хаçат тусĕсем шăнкăравласа, çырусем çырсах тăраççĕ. Редакцие юлашки вăхăтра килсе çитнĕ çырусенчен пĕри вара Шаран районĕнчи Борисовка ялĕнче кун кунлакан, 90 çул тултарнă Георгий Николаевич Сайдяковран пулчĕ.

Георгий Николаевич Зоя хĕрĕ патĕнче Шаранра пурăнать. «Урал сасси» хаçата вулать. Анчах та темшĕн-тĕр кăларăм уйăхра пĕрре тухни çинчен çырать. Сăлтавĕ мĕнре-ши, почтальонсем хаçата вăхăтлă çитерменни е урăххи-ши? Георгий Николаевичăн çулĕсем сахал мар пулсан та ахаль лармасть. Ашшĕ-амăшĕ çинчен, вĕсем каласа панисене, хăйĕн сăнавĕсене виçĕ тетрадь çине (пурĕ 220 пит) çырнă. Ку ĕçе вăл 4 çул хушши пурнăçланă. Ал çыру ĕçĕ халĕ те чарăнман.
Чунĕпе çамрăк ветеран тăван çĕршыври лару-тăрупа та кăсăклансах тăрать. Акă унăн сăмахĕсем.
«Хальхи вăхăтра Раççейре çынсен пурнăçĕ çăмăлланчĕ. Пирĕн çĕршыв питĕ вăйлă. Вăл чăнкă сăрт çинче тăрать. Раççей хăйĕн йышлă халăхĕсемпе пуян. Анчах та юлашки вăхăтра Тăван çĕршывра «питне çуман халăх» хушăнса пыни тарăхтарать. Кунта Михаил Лермонтовăн «Прощай, немытая Россия» сăввинчи сăмахсем аса килеççĕ. Ялсем пĕтни те тарăхтарать. 1985-1990 çç. путланса пыракан ялсенче почтальон пулса ĕçлерĕм. Халĕ пирĕн тăрăхри 5 яла çак шăпа кĕтет. Покровка ялĕнче 18 килĕччĕ, халĕ унта 5 çын пурăнать. Ĕрĕкмен (Рождественка) ялĕнче Виталий мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтерчĕç. Вĕсем салтакран таврăнсан виççĕшĕ те çурт лартрĕç. Ашшĕпе амăшĕ пурнăçран тахçан уйрăлса кайнă. Анчах та ывăлĕсем çĕр çинчи тивĕçне пурнăçлама, мăшăр тупса, çемье çавăрса, ача çуратса ÿстерме васкамаççĕ. Халĕ хусахсем виççĕшĕ те пĕр пÿртре ăшă йăва тупнă. Çамрăксем пурнăçĕсене усăсăр ирттерни тарăхтарать.
Хам почтальон пулса ĕçленĕ чухнехи пĕр камит çинчен каласа парас килет. Покровка ялĕнче пурăнакан Энтри пичче вăрçăран урине амантса таврăнчĕ, хăлхи те начар илтетчĕ. Çапах та телевизора, сассине пысăклатса пăхма юрататчĕ. Çапла пĕр кунхине тĕнчери хыпарсене пĕлме сенкер экрана хускатса ярать. Унта вара намăс вырăнсене аран хупланă хĕрсем ташлаççĕ! Ăшĕ пăшса çитнĕ, киревсĕрлĕхе тÿсеймесĕр ура çине тăрса сурса хурать экран çине, ури тĕрексĕр пулнипе телевизор айне сарнă клеенкăна аллипе туртса илет. Шаплатать вара телевизор урайне, кĕленче экран чăл-пар! саланать. Манăн çав вăхăта килсе кĕресси тата. Кун çинчен мана Анна мăшăрĕ каласа пачĕ. «Энтри пичче, халь самани çапла ĕнтĕ, никам та пир йĕм тăхăнса ташламасть, сире валли тепрехинче «Капкăн» журнал илсе килĕп-ха, кăтартма», - тесе шантарса хăвартăм. Виçĕ кунтан шантарнă журнала илсе килтĕм. Унти ÿкерчĕк çинче старикпе карчăк телевизор пăхса лараççĕ. Сенкер экран çинче купальник тăхăннă 5 хĕр ташлать. Старикĕн çамрăк хĕрсене сăнанипе сĕлеки юхать, карчăкки çавна шурă саппунĕпе шăлать. Çак ÿкерчĕке курсан Энтри пичче кулса ячĕ. Хăйне çавăнта курчĕ пулĕ.
Эпир Петровка ялĕнче 4 класс таранччен вĕрентĕмĕр. Пирĕн учитель Варвуш ятлăччĕ. Матрÿн аппа Якур упăшки вилсен çак çынна киле кĕртнĕ. Унăн Якуртан икĕ ача юлнă. Варвуш пичче Михайловкăра пĕр çул учитель пулса ĕçлерĕ. Итлеменнисене метр тăршшĕ линейкăпа пуçĕсенчен шаккатчĕ. Матрÿн аппапа вĕсен хĕрпе ывăл çуралчĕ. Варвуш пичче вăрçăран сывă таврăнмарĕ. Ывăлĕ унăн салтакран моряк пулса килчĕ. Формине ялан чăматанта чиксе çÿретчĕ. Пĕрре вĕсем Мэнди ялне вăййа каяççĕ. Пальто тăхăннă моряк çиелти тумне хурама айне хурса хăварать те клуба моряк формине тăхăнса кĕрет. Тепрехинче вăл кашни килĕри туалета кĕрсе кăмкансене вĕтетнĕ хĕрлĕ усал пăрăç ярса тухать. Сăтăр ĕçсем тунăран-и е урăх сăлтава пула ырă кураймарĕ хайхи, йăмăкĕпе ĕçке пула вăхăтсăр вилчĕç.
Малалли хаçатăн №35.
Георгий САЙДЯКОВ. Шаран районĕ.
Читайте нас: