Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
11 Декабрӗн 2019, 14:49

Çитес çулта та юратнă кăларăмсемпе

Ырă кун пултăр, хисеплĕ редакци ĕçченĕсем! Юбилей ячĕпе сире! Уяв мероприятийĕнче пулнă май эпĕ хаçат ĕçченĕсемпе, Зинаида Сурпан поэтессăпа, Александр Савельев-САС çыравçăпа паллашрăм, «Шуратăл» литпĕрлешÿ членĕсемпе тĕл пулса калаçрăм, чăваш халăх артисчĕн Вячеслав Христофоровăн чаплă концертне курса килентĕм. Курни-илтни мана хавхалантарса ячĕ. Киле таврăннă хыççăн паллакансене хамăр хаçата çырăнма сĕнтĕм.

Декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшчен 2020 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнала йÿнĕ хакпа çырăнмалли Пĕтĕм Раççейри вунăкунлăх иртет. Усăллăри библиотека та çырăнтару декадникĕнчен пăрăнса юласшăн пулмарĕ. Çавна шута илсе декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Хаçат-журналсем пирки» темăпа калаçу йĕркелерĕмĕр. Ăна кăларăмсемпе паллаштарас шутпа ирттертĕмĕр. Унсăр пуçне вулавăш çырăнса илекен кăларăмсем тăрăх «Тĕнчери интереслĕ япаласем çинчен хаçат-журналсенче вуласа пĕл» темăпа калаçу та пулчĕ. Уйрăмах чăваш кăларăмĕсене – «Урал сасси» хаçатпа «Тăван Атăл» журнала тимлĕх уйăртăмăр. Библиотека ĕçченĕ çак кунсенче 30 çулхи юбилейне паллă тунă «Урал сасси» хаçат çинчен каласа пачĕ. «Урал сасси» чăвашсен ĕçĕ-хĕлне анлăн çутатса пани, уйрăмах Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ культурăпа литература, ăслăлăх деятелĕсен ĕçĕ-хĕлне пысăк тимлĕх уйăрни çинче чарăнса тăчĕ.
Пуçтарăннисем хăйсем килĕштернĕ кăларăмсене тÿрех çырăнса илччĕр тесе мероприятие почта уйрăмĕн пуçлăхне Р.В. Петрована та йыхравланăччĕ. Меллĕ самантпа усă курса пуçтарăннисем пилĕк экземпляр «Урал сассипе» икĕ «Тăван Атăл» çырăнса илчĕç. Çак ĕç малалла та тăсăласса шанатпăр.
Ольга ПАТРАЕВА.
Çтерлĕ районĕ.
Читайте нас: