Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
10 Кӑрлач 2020, 13:25

Тĕлĕнтермĕш ещĕк

Пĕррехинче канмалли кун гаражăн иккĕмĕш хутĕнче пысăк хура ещĕк асăрхарăм. Ăна чылайранпа никам та уçман пулмалла, мĕншĕн тесен тусанлансах ларнă. Мĕскер упранать-ши ещĕкре?

Кăсăклана-кăсăклана уçма тытăнтăм. Ак тĕлĕнтермĕш! Темĕн чухлĕ çыру унта: калăпăшĕ пурин те пĕр пек, хулăнăшĕ кăна тĕрлĕрен.
Çырусене васкасах пăхма тытăнтăм. Çĕршывăн хăш кĕтесĕнчен кăна килмен вĕсем. 20-30 çул каялла çырнăскерсемех. Ещĕкре чăн-чăн архив, истори. Аттепе унăн аппăшĕ патне çырнисем, мучи, асаттепе асанне ячĕсемпе килнисем те пур. Мĕнле интереслĕ вăхăт пулнă: çырусем шăрçаланă, янă, хурав кĕтнĕ. Халь çыру çыракан та çук. Хыпара телефон е социаллă сеть урлă пĕлтеретпĕр, онлайн майпа та усă курса калаçатпăр.
Çавăн чухлĕ çыру упранни питĕ лайăх тесе шутлатăп. Хăш-пĕрне вуласа та тухрăм. Питĕ интереслĕ. Уйрăмах аттен аппăшĕ патне (сăмах «Тантăш» хаçатăн редакторĕ Елена Атаманова (Глухова) çинчен пырать, - ред.) «Хатĕр пулпа» «Пионер сасси» хаçат редакцийĕсенчен килнĕ çырусем кăсăклантарчĕç, А.С. Савельев-САС çыравçăран килнĕ çырусем тĕлĕнтерчĕç. Телефонпа ÿкерсе тÿрех хăйне ватсап урлă ярса парса савăнтартăм.
Алина ГЛУХОВА, 8 класс.
Авăркас районĕ,
Трепелл шкулĕ
Читайте нас: