Паян вара вăрăм ĕмĕрлĕ кинемее (вăл май уйăхĕн 25-мĕшĕнче 97 çул тултарчĕ) хăйне сăмах паратпăр. Сăмах май каласан, О.Ф. Леонтьева, çулĕсем самаях пулин те, редакципе тачă çыхăну тытать, тăтăшах çырусем çырать.
«Эпĕ çамрăкран пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен медицина сферинче ĕçлерĕм. Пенсие кайсан Г.Зиязетдинов шăл тухтăрĕ мана Владимир Колпаков тухтăр урлă чĕнтерсе илчĕ. Шăл тухтăрĕпе çума-çумăн нумай çул медицина сестри пулса вăй хутăм. Ĕçе пăрахсан та Габдулхай Загридинович чĕнсе илетчĕ, вăл манпа ĕçлеме çеç кăмăллатчĕ. Çапла пĕррехинче ĕçрен каятăп, мăнуксене илсе килсе хăварчĕç тесе заявлени çыртăм. Çав хушăра шăл тухтăрĕ сирпĕнсе килсе кĕчĕ. Хашкаса сывласа: «Мана ытти сестрасем кирлĕ мар», - терĕ. Эпĕ вара: «Ачасене пăхмалла», - тесе хуравларăм.
Габдулхай Загридиновичпа ĕçлеме чăтăмлăх кирлĕччĕ. Ĕç вăхăтĕнче унăн çумĕнче çеç пулмалла, шприца эмелпе тултарса ĕлкĕрмелле. Йышăну вăхăтĕнче сахалтан та 50 ытла çын йышăнаттăмăр, пулăшу параттăмăр. Унсăр пуçне кашни кун кирлĕ хутсене çырса хатĕрлемеллеччĕ. Киле вара шăл тухтăрĕ патне килнисене йышăнса пĕтермесĕр таврăнма та пултарайман. Г.Зиязетдинов «çамрăксене ĕçе илес килмест, вĕсем тухса кайса çухалаççĕ» тетчĕ. Мĕншĕн тесен медицина ĕçĕ çăмăл мар. Владимир Петрович медицина сферинче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн мана медаль те парса чысларĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн. Хисеплĕ «Урал сасси» ĕçченĕсем, юрласа-ташласа, савăнăçпа киленсе, хуйхă-суйхă тата чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр ĕмĕр ирттермелле пултăр».
Ольга ЛЕОНТЬЕВА.
Пишпÿлек ялĕ.