Паллах, кашни çыншăн тăван кĕтесĕ хаклă, вăл ăна илемлĕрех те хăтлăрах курас тет. Вырăнта тирпей-илем кĕртесси пĕтĕмпех унта пурăнакан çынсенчен килет. Анчах та ку чух ĕçе йĕркелесе яракан, çынсемпе тачă çыхăнура ĕçлекен ертÿçĕн тÿпи пысăк. Ку енчен Слакпуç ялĕн çыннисен ĕç ăннă темелле.
Слакпуçĕнче Дмитрий Юрьевич Андреев ял Канаш пуçлăхĕ пулса ĕçлеме тытăннăранпа ялти пурнăç лайăх енне улшăнчĕ. Чи малтанах вăл WhatsApp приложенире ял çыннисен ятарлă ушкăнне йĕркелерĕ. Унта пĕлтерÿ, пĕр-пĕр мероприяти, пуху тата ытти пурнăçри вак-тĕвек çинчен пĕлме питĕ ункайлă. Çак майпа масар çинче икĕ хутчен пухăнса субботниксем ирттертĕмĕр. Пĕр харăс 30-40 çын пухăнса ĕçлерĕмĕр. Кам çавапа, кам триммерпа курăк çулчĕç. Хĕрарăмсем çулнă курăка пуçтарчĕç. Маларах йĕркеленĕ субботникра 4-5 трактор урапи çÿп-çап (туратсем, йăваннă юпасем) пуçтартăмăр. Çимĕке масар çине килнĕ халăха таврари тирпей-илеме сăнама питĕ кăмăллă пулчĕ пулĕ тетĕп. Çакна та каласа хăварас килет, субботниксенчен çамрăклах ялтан тухса кайнă, хăнана çеç килнĕ çынсем те айккинче юлмаççĕ, ĕçе хутшăнаççĕ.
Клуб, музей, ял Канаш ĕçченĕсем, шкул ачисем пĕрле пухăнса пĕчĕк çăл çывăхне, çыран хĕррине пилеш йывăççисем лартрăмăр. Ял халăхĕ тĕрлĕ ăмăртусене, конкурссене хастар хутшăнать. Апрель уйăхĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Манăн наци костюмĕ» флешмоба, пушар сÿнтерекенсен ăмăртăвне, «Музей каçĕ» акцие хутшăнчĕç. Ялти «Силпи» пултарулăх ансамблĕпе Эрехĕрринче иртнĕ «Тивлет» фестивале хутшăнса парнеллĕ вырăн йышăнтăмăр. Нумай пулмасть К.В. Ивановăн çуралнă кунне уявларăмăр. Республика тата Раççей шайĕнчи уяв анлă иртрĕ.
Шкул, клуб, музей ĕçченĕсем – питĕ пултаруллă çынсем. Ачасемпе, ял çыннисемпе мĕнле кăна мероприяти ирттермеççĕ-ши вĕсем? Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ «Вилĕмсĕр полк» асра юлчĕ. Çакă тăван кĕтесшĕн пуçĕсене хунă паттăрсене ял çыннисем манманни çинчен çирĕплетрĕ. Пирĕн яла паллă çынсем те час-часах килсе çÿреççĕ. Нумай пулмасть чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тăванĕн ывăлĕ (племянник) Илья Ильич Казанков килсе кайрĕ. Ăна çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илтĕмĕр. Вăл пире хăйĕн çинчен каласа пачĕ, Илья Ильич – пуян ăс-тăнлă, пултаруллă çын.
Юлашки вăхăтра çынсем çăлкуçсене хăйсем тĕллĕн тасатни, тирпей-илем кÿни савăнтарать. Час-часах аслă çынсемпе мăнукĕсене çак ĕçре курма пулать. Обществăлла ĕçсенче аслисемпе пĕрле ачасем тăрăшни те кăмăла çĕклет. Çамрăк ăру аслисенчен тĕслĕх илсе, патриотизм туйăмне пĕлсе çитĕнет. Слакпуç çыннисем пĕр вырăнта тăмаççĕ, ял пурăнать, аталанать, малалла талпăнать, çĕнĕрен-çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ.
Елена ДАНИЛОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.