Надежда, 45 çулта.
– Паянхи дата маншăн питĕ телейлĕ кун шутланать. Эрне кун-и вăл е урăх кун-и, пурпĕрех. Мĕншĕн тесен 13-мĕш числора,19 çул каярах, эпĕ виççĕмĕш хут анне пултăм. Çут тĕнчене тахçан кĕтнĕ хĕрĕм килчĕ. Тĕпренчĕкĕм пит час çитĕнсе çитрĕ. Иртнĕ çулхи август уйăхĕнче кĕрÿллĕ те пултăм. Паян вĕсем мана кăçал хăйсем атте-анне пулассине пĕлтерчĕç. Кунтан та ырăрах хыпар тата мĕн пултăр? Вĕсемшĕн питĕ хĕпĕртетĕп.
Улатимĕр, 66 çулта.
– Эп тĕрлĕ асамлăха та, тĕшмĕше те ĕненсех каймастăп. Анчах та ку çулхи январĕн 13-мĕшĕ, çитменнине эрне кун, маншăн хĕнтерех пулчĕ. Яра кунĕпех выртрăм. Çук, çук, ĕçнипе те, мухмăр-сухмăрпа та мар, юн пусăмĕ сĕре пысăкланса кайнипе.Тем, каçранах хама япăхрах туйрăм.Шăп та лăп сехет йĕпписем çĕрлехи 12 урлă каçсан, хама пит начар туя пуçларăм. Юн тымарĕн пусăмĕсене тĕрĕслесе пăхрăм. Ара икçĕре çитсе пырать юн пусăмĕ. Ялан ĕçекен эмелсене ĕçрĕм. Кăшт вăхăт иртсен, татах виçрĕм. Апăрша, икçĕртен те иртсе кайнă. «Васкавлă пулăшу чĕнтерер пулĕ», – тетĕп мăшăра. Вăл, ним тума аптранипе, ман тавра тăпăртатса çÿрет. Ăна пăхса хам тата та ытларах пăлханатăп. «Васкавлă пулăшу ялти фельдшера систерсен çеç килет», – тет вăл пит хумханса. Ялти фельдшер вара çĕрле йышăнмасть. Мĕн тумалла? Тата тепĕр тĕрлĕ эмеле ĕçетĕп. Урана вĕри шыв ăшне чиксе пăхатăп. Вĕри чей ĕçетĕп. Çапла, хамăр пĕлнĕ пек сипленсе ирхи тăваттăччен чăтрăм. Çук, капла пулмасть тесе мăшăрăм фельдшер патне шăнкăравларĕ. Альфия (фельдшер) тÿрех илчĕ трубкине. «Килĕр хăвăртрах», – терĕ вăл. Машинăна хускатса унта кайрăмăр. Фельдшер юн пусăмне виçсе пăхрĕ. 192 те 96 тет. Тÿрех тăватă укол турĕ. Кăшт ларсан киле кайрăмăр. Килте юн пусăмне тепĕр хут виçрĕм, 173 аннă. Çывăртăм вара. Кунĕпе выртрăм. Тепĕр кунне район пульницине кайса сипленмелли эмелсене илсе килтĕм. Халь ялти ФАПа укола çÿретĕп. Сăмах май, ялти ФАП çĕнĕ, ăна декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче уçрĕç. Пысăкран пысăк тав Альфияна. Вăл – пирĕн чăн-чăн васкавлă пулăшу. Яланах пулăшать. Вăт çапла, шанман çĕртен шанăн çак эрне кун 13 числопа тÿр килсен ырă маррине.
Александр, 64 çулта.
– Эпĕ январĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Çак число маншăн телейлĕ. Кашни çулах çуралнă куна палăртса каçхи вун иккĕччен саламсене йышăнатăп, сăйланатăп. 12 çитсен вара Кивĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илетпĕр. Кăçал та çаплах иртрĕ. Паллах, ирех ĕçе кайса кăнтăрлаччен ĕçре пултăм. Кăмăл пит аван пулчĕ. Ĕçтешсем те, тăвансем те ир-ирех саламларĕç. Каçпа вара аслă ывăлăн çемйипе Кивĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕмĕр. Кашни кун çапла хитре иртессе шанатăп эп. Ирхине тăрсан яланах: «Паянхи кун ĕнерхинчен аванрах пулать», – тĕкĕртен пăхса калатăп. Чăн та çакă пулăшать. Пурне те çапла тума сĕнетĕп.
Светлана, 46 çулта.
– Çак кун яланхи йĕркепех пуçланчĕ. Ирех тăрса килти ĕçсене пурнăçларăм. Ăна-кăна пĕçертĕм. Тăххăр çитеспе ĕçе васкарăм. Вулавăша çитсенех кĕнекесене йĕркеллех-и тесе пăхса тухрăм та каçа палăртнă мероприяти валли вăйăсем хатĕрлерĕм. Унтан чечексене шăвартăм, вулавăша йĕркене кĕртрĕм. Çапла кăнтăрлаччен ĕçре пултăм. Кăнтăрла тĕлĕнче киле кайрăм. Каç енне сулăнсан клуба васкарăм. Кунта хамăрăн «Шевле» ушкăн хĕрĕ-каччисемпе палăртнă мероприятие ирттертĕмĕр. Юрларăмăр, ташларăмăр, авалхи йăласем çинчен калаçрăмăр, тĕрлĕрен вăйă йĕркелерĕмер. Тăватă-пилĕк сехет çапла сисĕнмесĕр иртрĕ. Каçхи вун пĕр тĕлнелле киле таврăнтăм. Вун иккĕ çитсен çемьепе Кивĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕмĕр. Çапла асамлă кун, кăшт хумхануллăрах пулин те, яланхи йĕркепех иртрĕ теме пулать.
Сахви, 13-пе пырать.
– Çак кун яланхиллех ирхи тăххăрсенелле тăтăм. Хама йĕркене кĕртрĕм, апатлантăм та паян пулмалли уроксене тепĕр хут пăхса тухрăм. Аннене пÿрт-çурта тирпейлеме пулăшрăм. Шăллăмпа кăшт вылярăмăр. Пĕчĕк йăмăкăма ыталаса юратрăм. Вун иккĕ иртсен шăллăмпа иксĕмĕр шкула кайрăмăр. Уроксем пит кăсăк иртрĕç. Икĕ «5» те пĕр «4» илтĕм. Шкулта тусăмсемпе паянхи асамлă число çинчен те калаçрăмăр. Хăш-пĕр хĕрсем каç юмăç яма шутланине те систерчĕç. Сăмахран , хут çине тĕрлĕ арçын ача ятне çырса минтер айне хумалла та ир-ирех тăриччен пĕр хутне кăларса илмелле. Мĕнле ята туртса кăларан, пулас савни çав ятлă пулать. Е тата, каçран тăварлăрах апат çисе выртмалла. Тĕлĕкре пулас савни шыв ĕçтерет, имĕш. Тĕшмĕш пулсан та интереслĕ пек. Ятсене çырса минтер айне хурса пăхрăм. Ирпе пĕрне туртса кăлартăм. Ятне каламастăп. Вăрттăнлăх.
Çапла, кашни кун – Турă панă кун. Вăл еплерех иртесси, çын миçере пулсан та, хăйĕнчен килет пулĕ. Аван ирттĕр тесен лайăххи çинчен çеç шутламалла. Йывăрлăхсем сахалтарах пулччăр пурнăçра. Мал ĕмĕтпе пурăнар. Тĕнчере тăнăçлăх, мирлĕ пурнăç пултăр.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.