И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ (педагог), ăса вĕрентекен (наставник). Тепĕр енчен тата 2023 çул пирĕн чăваш халăхĕн пурнăçĕнче пулнă ырă ĕçсемпе, вĕсене пурнăçа кĕртнĕ паттăр çынсен ячĕсемпе пуян:
– апрель уйăхĕн 25-мĕшĕ – И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул;
– çак уйăхра Чăваш чĕлхин кунĕ;
– Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ ĕçлеме тытăннăранпа155 çул.
– «Сказки и предания чуваш» («Чăваш халапĕсем») кĕнеке кун çути курнăранпа 115 çул. Вăл кĕнекере «Нарспи» поэма пичетленсе тухнă.
– май уйăхĕ – К.В. Иванов уйăхĕ. К. Ивановăн пултарулăхĕ тÿремĕн И.Я. Яковлев ячĕпе çыхăннă.
Çулталăк тăршшĕпе тата нумай-нумай юбилейлă куна аса илĕпĕр-ха.
Маларах çырнисене шута илсен, ку çулталăк чăнах та И.Я. Яковлев çулталăкĕ.
Хаçат вулаканĕсем, юбилей кунĕсем çитессе кĕтсе ларар мар, хаçата паллă çынсем çинчен материалсем çырар. Халăхăн ырă ята тивĕçнĕ çыннисене, вĕсен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене пĕлмеллех! Паллах, И.Я. Яковлев, К.В. Иванов, А.Г. Николаев тата ытти паллă çынсем çинчен çырман мар, çырнă. Анчах та вĕсене хальхи çамрăксен те пĕлмелле. Материалсене «Урал сасси» хаçата çеç мар, ытти кăларăмсене те ярса пама пулать.
Акă, эпĕ «Республика Башкортостан» (6№, 2023 çулхи январь уйăхĕн 29-мĕшĕ) хаçатра «Ульяновы: отец и сын» статьяна вуларăм. Унта пире, чăвашсене, И.Я. Яковлева та асăннă, И.Н. Ульянов, унăн ывăлĕ Владимир Ильич (Ленин) наци шкулĕсене мĕнле пулăшни çинчен çырнă. Лайăх, анчах В.И. Ленин И.Я. Яковлев хутне кĕрсе телеграмма яни çинчен пĕр сăмах та çук. Автор айăплă мар, паллах, вăл ку ĕç çинчен, тен, нихăçан та илтмен те, вуламан та. Енчен те çак телеграмма урăх халăх çынни ячĕпе çыхăннă пулсан ун çинчен тĕнчене пĕлтерĕччĕç. Статьясем çеç мар, повеçсемпе романсем те çырĕччĕç.
Кам мĕнле чĕлхепе пултарать (вырăсла, чăвашла, тутарла), çав чĕлхепе çырăр. Пирĕн халăхăн паллă çыннисем çинчен ытти халăхсем те пĕлччĕр.
К.В. Иванов калашле: «Вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисем!». Çеçпĕл Мишши чĕннĕ пек: «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!... Ан юлăр кун-çул уттинчен!»
Римма ПЕТРОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.