«Эпĕ 1978-1980 çулсенче Смоленск хулинче Мускав çар округне кĕрекен сывлăшран хÿтĕлекен истребитель полкĕнче хĕсметре тăтăм. Çак чаçре хăй вăхăтĕнче Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ ята тивĕçнĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт та службăра тăнă.
1979 çулта пирĕн полкăн аэродромне ИЛ-76 вунă самолет анса ларчĕ, вĕсенче кашнинче 100-шер десантник вырнаçни паллă пулчĕ. Пурне те Афганистана яма хатĕрленĕ пулнă. Пирĕн полкра вĕсем 6 кун пулчĕç, çиччĕмĕш талăкра ирхи апат хыççăн аэродрома килтĕмĕр те десантниксен самолечĕсем çуккине асăрхарăмăр. Пире вĕсене çĕрле тревогăпа çĕклесе кирлĕ çĕре ăсатнине пĕлтерчĕç. Кăшт вăхăт иртсен вĕсене сывлăшрах персе антарни çинчен хурлăхлă хыпар килсе çитрĕ. Эпир ултă талăк хушшинче десантниксенчен хăшĕ-пĕрипе паллашма та ĕлкĕрнĕччĕ, вĕсене хамăрăн ăшă алсасене параттăмăр. Паллашнă чухне çапла тăвасси йăлана кĕнĕ, туслăха çирĕплетме. Десантниксен хушшинче пушкăрт çĕрĕнчен те ачасем пурччĕ. Хама пырса тивнĕ кĕске истори çинчен çырса кăтартас терĕм.
Малалла вара çар хĕсмечĕ пирки каласа парасшăн. Пирĕн полк яланах çапăçăва кĕме хатĕр тăнă. Летчиксем команда пунктĕнче тăратчĕç, çав шутра полк командирĕ те. Апат полка илсе килетчĕç. Икĕ истребитель самолет ангарта çар дежурствинче тăратчĕ. Летчиксем самолет кабининчех ларатчĕç. Вĕсем пĕр минут хушшинче пĕлĕте çĕкленме тата тăшмана тытса чарма е тĕп тума хатĕр пулнă. Полкра ун чухне 3 эскадрилья шутланнă, кашни эскадрильйăра - 26 самолет. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш эскадрильйăсенче пĕрремĕш класлă летчиксем хĕсметре тăратчĕç. Виççĕмĕшĕнче – тин çеç çар училищинчен вĕренсе тухнă çамрăксем. Пĕрле çарта пулнисенчен Пушкăртстанран пилĕк çынччĕ. Халĕ эпир тăваттăн юлтăмăр, пĕри чирлесе пиртен уйрăлса кайрĕ. Эпĕ вĕсемпе кашнинпех çыхăну тытатăп, çемьесемпе тĕл пулатпăр. Çарти пурнăçа аса илетпĕр, чылай чухне сăн ÿкерчĕксен альбомĕсене алла тытатпăр. Эпĕ çарта полкăн фото корреспонденчĕ пулнă, çавăнпа та хĕсметри сăн ÿкерчĕксем питĕ нумай.
Пирĕн ветерансен пĕрлĕхĕнче те Афган вăрçине хутшăннисем пур. Эпĕ вĕсене çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатăп.
Хисеплесе – Виталий Михайлов, Пушкăртстанри А.Г. Николаев ячĕллĕ хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин тата çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансен пĕрлĕхĕн Çтерлĕ хулинчи председателĕ».