Урал сасси
+11 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
6 Июнӗн 2023, 10:44

ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕ – пахалăхлă вĕрентÿ формули

Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн (ĔНТУ) Çтерлĕри филиалĕ – Пушкăртстанăн кăнтăр енчи вĕрентÿ, наука тата инноваци центрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вĕрентÿ процесне тĕрĕс йĕркелеме тата пĕр вĕçĕм çĕннине вĕренме пултаракан профессионалсем хатĕрлесси пулса тăрать.

ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕ –  пахалăхлă вĕрентÿ формули
ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕ – пахалăхлă вĕрентÿ формули

Паянхи университетра 8 вĕрентÿ корпусĕ, вĕсенче сакăр факультет (математикăпа информаци технологийĕсен, çут çанталăк ăслăлăхĕсен, экономика, юридици, истори, филологи, пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕсен, педагогикăпа психологи факультечĕсем), физкультурăпа сывлăха упракан технологисен кафедри тата колледж. Студентсене наука ĕçĕпе хастар ĕçлеме çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ «Цифрăллă вĕрентÿ технологийĕ» наукăпа вĕрентÿ технологийĕ, «Вĕретÿ пăнчи» («Точка кипения») проект управленийĕн центрĕ, библиотекăсемпе лабораторисем пулăшса пырĕç.
Университет шанчăклăн малалла пăхать, çавăнпа та вĕрентÿ процесĕнче инновацисемпе усă курать. Абитуриентсене «Хайлавлă ăслăлăх тата даннăйсене тишкересси», «Компьютер системисен хăрушсăрлăхĕ», «Медицина физики», «Пилотсăр авиаци системине эксплуатацилесси», «Журналистика» тата ыт.те хальхи самана ыйтакан программăсем сĕнетпĕр.
Ют çĕртрен килнисене (вĕренÿ мелне пăхмасăр) общежитисенче пурăнма вырăн параççĕ.
Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалне вĕренме кĕмелли условисемпе официаллă сайтра е +7(3473) 43-46-63, +7(917) 401-15-00 телефонсем урлă ыйтса пĕлме пулать.
Пирĕн адрес: Çтерлĕ хули, Ленин проспекчĕ, 49-мĕш çурт, 107-мĕш пÿлĕм.

ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕ –  пахалăхлă вĕрентÿ формули
ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕ – пахалăхлă вĕрентÿ формули
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: