Чăнах та, Валентина Александровна сăн-питпе илемлĕ, чипер. Ĕçре тата? Ăна мĕнле кăна ĕç шанса паман-ши? Вăл пурне те тÿрĕ кăмăлтан, чĕрипе парăнса пурнăçланă.
Эпĕ Валентина Александровнăпа мĕн çамрăкранпах туслă. Вăл – çав тери ырă кăмăллă та шанчăклă, ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм. Пишпÿлекшĕн, районшăн мĕн чухлĕ ырă ĕç тунă хăй ĕçленĕ чухне. Халь те çавăн пекех. Районти вĕрентÿ уйрăмĕн инспекторĕ, район Канашĕн ĕçченĕ, Пишпÿлек ял Канашĕн председателĕ, депутат, «Шурă хурăн» ансамбле йĕркелесе, ертсе пыраканĕ. Пурне те каласа та, çырса та пĕтереймĕн. Мĕнпур ĕçре хăйĕн пултарулăхне, тăрăшăмлăхне, ĕçе юратнине, лартнă ыйтусене вăхăтра пурнăçланине кăтартса парать. Унсăр пуçне ырă кăмăлĕпе, çынна хисепленипе, юратнипе паллă.
Пурнăç малалла шăвать. Çитес çул Валентина Александровна 74 çул тултарчĕ. Ăна малалла та пархатарлă ĕçсем, çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, телей, хавхалануллă кăмăл сунас килет.
Галина АЛЕКСЕЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.