Шăмăпа унăн кăмăрчăкĕсем йĕркеллĕ аталанма пăрахнипе пăсăлса улшăннине, хулăнланса хытнине эпир остеохондроз тетпĕр. Остеохондроз чухне пылпа массаж туни усăллă. Пыл ÿт-пĕве, шалти органсене, сыпăсене, организма пĕтĕмĕшле ырă витĕм кÿни паллă. Массаж юн çаврăнăшне лайăхлатма, тĕртĕмсенчи тăвара кăларма пулăшать. Массаж хыççăн ÿте çумалла, унсăрăн ÿт çине тухнă сиенлĕ япаласем каялла кĕрсе кайма пултараççĕ. Кайран нÿретекен кремпа сĕрмелле. Массаж хыççăн шăлан çырли (шиповник) чейĕ ĕçни аван. Ÿт-тире сиенлесрен массажа кун сиктерсе тумалла. Анчах ку меслет пурне те каймасть. Операци хыççăн, çие юлсан, пĕсехе парĕн ĕçĕ пăсăлсан, ват хăмпипе пÿрере чул пулсан, температура хăпарсан, варикозпа тромбофлебит, астма, тĕрлĕ шыçă, аллерги, ÿт-тир инфекцийĕн, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем чухне, туберкулезпа е ракпа нушалансан массаж тума юрамасть.
Халăхра остеохондрозран çак мелсемпе сипленеççĕ:
Хурăн папкипе. Пĕр апат кашăкĕ типĕ хурăн папкине тăватă стакан вĕри шывпа хутăштармалла та 30 минут вĕретмелле. Пулнă хутăша сивĕтмелле, сăрăхтармалла. Хатĕр эмеле кунне виçĕ хут пĕршер стакан апат умĕн ĕçмелле.
Ыраш пашалăвĕ. Ыраш çăнăхне (300 г) чуста пек пуличчен шывпа хутăштармалла. Унтан икĕ пашалу туса духовкăра пĕçермелле. Унпа ĕнсепе мăя хупламалла.
Хупах çулçипе. Малтанах хатĕрлесе хунă хупах çулçине вĕтетмелле. Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 кашăк çулçă ярса 15 минут лартмалла. Сăрăхтармалла, пусма таткине унпа йĕпетсе 40 минутлăха ыратакан вырăна хумалла. Процедурăна кашни кун çывăрас умĕн икĕ эрне хушши тумалла.
Ăвăс хуппипе тата çулçипе. Çамрăк ăвăс хуппипе çулçисене тата спирт шĕвекне 1:10 пропорципе (1 пай çулçипе хуппи тата 10 пай спирт) илсе хутăштармалла. Икĕ эрне тĕттĕм вырăнта тытмалла, вăхăтран вăхăта эмел кĕленчине силлесе илмелле. Унтан сăрăхтармалла, хатĕр настойкăна кунне 3 хут шывпа хушса 25-30 тумлам ĕçмелле.