Асанне-кукамай кукăлĕсем, юмахĕсем, асатте-кукаçипе пулла кайнисем пурнăç тăршшĕпех асра юлаççĕ. Анчах хăш-пĕр самантсем пирки те манса каймалла мар. Нумай чухне «аттепе анне ачасене ытлашши иртĕхтереççĕ» тенине илтме те тÿр килет. Тен, вĕсем мăнукĕн юратăвне çухатасран хăраççĕ. Ун пек чухне аслисене кÿрентермесĕр çеç ача мĕн ыйтнине пурне те тивĕçтермелле маррине ăнлантарса памалла. Нумай чухне икĕ тĕрлĕ ăру воспитани çине тĕрлĕ куçпа пăхать, çавăнпа ача мĕн юранипе юраманнине ăнланса та илеймест.
Ун пек лару-тăру сиксе ан тухтăр тесен аслисен малтанах мĕнпе тата хăш вăхăтра апатлантарасси, мĕн чухлĕ вăхăт уçăлса çÿресси, мĕнле мультфильмсем пăхасси пирки калаçса татăлмалла. Воспитани меслечĕсене ачасен умĕнче критиклеме юрамасть. Ачасем аслисене хисеплеччĕр тесен хăвăрăн та пĕр-пĕрне хисеплемелле.
Аслашшĕ-асламăшсем ачисене ырă витĕм кÿреççĕ. Вĕсен пушă вăхăт нумай, хаваспах мăнукĕсемпе хутшăнаççĕ, юрăсемпе сăвăсем вĕренеççĕ, зоопарксемпе театрсене çÿреççĕ. Ашшĕ-амăшĕн, шел пулин те, ун валли вăхăт çитмест. Кирек мĕнле пулсан та юратакан аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне кÿрентерме кирлĕ мар, вĕсен вăй-халне кирлĕ енне пăрса ямалла. Ун пек чухне усси нумайрах пулĕ.