Шăна кăмпи (Мухомор)
Шăна кăмпи илемлĕ
Вĕлерме вăл пултарĕ.
Илемлĕхĕ ултавлă,
Пул, ачам, эс тимлĕ!
Хĕрлĕ-хĕрлĕ вăл тĕслĕ,
Шурă-шурă пăнчăллă.
Пăхма ăна кăмăллă,
Илĕртÿллĕ ултавçă!
Навус кăмпи
(Лиловоногие рядовки)
Навус кăмпи – вай! вай! вай!
Тухса тулнă пит нумай.
Çаврака та çаврака
Лараç таçтан курăнса.
Хăвăрт тулчĕ карçинкка,
Унтан тепĕр карçинкка.
Мĕнле йăтса каймалла?
Ывăнĕ алă-ура!
Кайрăм эпĕ аптраса,
Чарăнчĕ пĕр машина.
Леçсе хăварчĕ киле –
Ырă çын пур тĕнчере!
Сăвăр кăмпи (дождевик)
Ак! Сăвăр кăмпи ларать!
Таçтанах вăл курăнать.
Мĕн пысăккăш вăл ÿснĕ,
Эп килессе вăл кĕтнĕ.
Ак! Сăвăр кăмпи тепре!
Тепре! Ларать умĕнче…
Йăтмалла ăна мĕнле?
Киле, вĕт, çитмелле.
Сăвăр кăмпи çеп-çемçе
Выльăх мими темелле.
Ну! Тутлă ăшаласан,
Нумайрах хăйма ярсан.
Уплюнкка (опята)
Хĕрĕм кайрĕ кăмпана,
Илчĕ тăват карçинкка.
«Каяп аяк вăрмана
Нумай, теççĕ, уплюнкка
Çаплах пур, теççĕ, упа…»
Упа тесен хăрарăм,
«Çурмĕ-и, сана?» – терĕм.
«Аташмăн-и, эс хĕрĕм?
Вăрманĕ пысăк», – терĕм.
Килсе кĕчĕ ман хĕрĕм
Тĕлĕнтĕм-тĕк тĕлĕнтĕм.
Тупнă нумай уплюнкка
Тулли тăватă карçинкка.
Ут тути (свинушки)
Ут тути пирĕн хыçра
Ӳсет пиртен пытанса.
Çиме юрамасть теççĕ,
Мана хăратаймаççĕ.
Ĕлĕк халăх пуçтарнă
Çиме питĕ юратнă.
Хăнара вăл нăймака
Туртăннă нăк кашăкпа.
Астăвап ачалăха
Атте-анне кăмпара.
Валашкапа ут тути.
Тутлă ут тутин тути.