Октябрь тата ноябрь уйăхĕсем – ваттисемпе, аслисемпе çыхăннă уйăхсем. Çакна шута илсе Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмасри ял библиотекине çÿрекен хастарсен ушкăнĕ районти сывлăхĕсем хавшанă аслă çулсенчи çынсем пурăнакан çурта (дом престарелых) çитсе килме шутларĕ. Хăйсем пырасси пирки маларах систерсе хучĕç. Вулавăш ĕçченĕ Светлана Филиппова ертсе пыракан ушкăн (Альфия Байкова ялти фельдшер, тивĕçлĕ канури Лиандра Макеева, Елена Исаева, Елена Артемьева, Зоя Колесникова) чăвашла-вырăсла юрăсем, сăвăсем хатĕрлерĕç. Чăваш ташшине вĕренчĕç. Ноябрĕн виççĕмĕшĕнче палăртнă учреждение çитрĕç. Унта тĕрлĕ сăлтавсене пула сусăрланнă 20 çын пурăнать, ытларах арçынсем. Вĕсем хăнасене хаваспах кĕтсе илчĕç. Малтан библиотекарь паллашу саманчĕ йĕркелесе вăйăсем ирттерчĕ. Унтан юрăсем шăрантарчĕç. Куракансем кашни юрра хаваспах йышăнчĕç. Юррисем те пурнăç, ял, çамрăклăх, телейпе юрату çинчен пулчĕç. Куракансене ытларах «Нихçан та пытармастăп ялта эп çуралнине» («А мы и не скрываем, что из деревни родом); «Аннен кивĕ пÿрчĕ» («Мамин старенький дом») юрăсем тата чăваш ташши тыткăнларĕç. Чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Тен, хĕпĕртенипе, тен, хăйсем сусăртарах пулнипе.
Елена Артемьева Пушкăртстан çинчен, З.Колесникова К.В.Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкĕсемпе Мустай Каримăн «Асран кайми тăван кĕтесĕм» сăввине вуларĕç. Юлашкинчен куракансене хаваслă чăваш ташши парнелерĕç. Кунĕ те калама çук хитре, çуллахи пек хĕвеллĕ те ăшă пулчĕ. Ятарласа тейĕн. Кайиччен чей ĕçме илсе килнĕ пылак кучченеçе парса хавхалантарчĕç ушкăн хĕрĕсем. «Татах килĕр пирĕн пата, питĕ кăмăллă пулчĕ», – тесе ăсатрĕç килнисене.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.