Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
12 Декабрӗн 2023, 11:15

Роман тавра çуралнă шухăшсем

Валентин Николаевăн «Ирĕксĕр таркăн» романне вуланă хыççăн эпĕ чылайччен шухăшласа çÿрерĕм.

Роман тавра çуралнă шухăшсем
Роман тавра çуралнă шухăшсем

Иртнĕ ачалăх та аса килчĕ – суккăр кукамайпа выçлă-тутлă пурăнни, ăна лавккасене çавăтса çÿрени. Иккĕн пĕрле, çуллахи вăхăтра, ту хĕрринчи пÿртре пурăннă чух, тулти вучах çинче пултăран яшки пĕçереттĕмĕрччĕ. Епле тутлă пулаканччĕ вăл. Вĕри кĕл айне хурса пĕçернĕ шуратман улмаран тутлине те пĕлмен пуль. Матрюшке чейне качака сĕчĕпе шуратса ĕçнĕ чухне мана кукамай тем те каласа параканччĕ. Çав Граждан вăрçи вăхăтĕнчи таркăнсем çинчен те нумай илтнĕ. Вăл вăхăт чăннипе те питĕ хăрушă пулнă. Халь те астăватăп, темле Карачăм ятлă арçын вăрçăран таврăннă чухне Пелепей хулине çитсен, пĕр хватере çĕр выртма юлнă. Пасарта ăна, самай выçăхнă салтака, пĕр вăтам çулхи вырăс чĕнсе илет те кукăль çитерет, хваттере çывăрма чĕнет. Турра тав туса, ĕшеннĕ салтак час килĕшет.
Çĕрле, темле шухăша кайса, вăл час çывăрса каяйман. Вырăсла кăшт ăнланаканскер, шăппăн калаçни хăлхине кĕрет.
– Ку салтака хăçан пусса майлатпăр? – тенине илтсе юлать.
Акă мĕнле какай кукли çинĕ иккен каçпа вĕсем? Çынсене выльăх пек пусса аш-какай тăваççĕ!..Унтан пасарта кукăльсем туса сутаççĕ. Хайхи, вĕсем çывăрса каяссине кĕтсе илейми пăшăрханса выртать. «Мĕнле тарас ку çын çиекен хурахсенчен!?» шухăшсемпе шăппăн тăхăнать. Чĕри тухса ÿкес пек тăпăлтатать. Сехет ирхи виççĕ-тăваттăсенелле хваттертен чÿрече кĕленчине ватса тухса тарать. Кĕленче сассине илтсе, пÿртри виçĕ арçын ăна хыçĕнчен хăвалаççĕ. Карачăм, хĕрĕхе çывхарса килекен кĕрнеклĕ яш, таçти шĕтĕрнексем урлă çырма хĕрнелле, хăвасем ÿсекен лапама кĕрсе пытанма шутлать. Çурхи ака уйăхĕ, кăнтăрла ăшă, каçпа шăнтать. Ура айĕнче кĕленче пек пăр ванса сас парать. Хыçран йĕрлекенсем илтсе юлаççĕ те унăн çывăхнех пырса тăраççĕ. Вăл ĕнтĕ, ниçта пытанма вырăн тупайманнипе çывăхри кĕпер айне, çурхи шыв палкаса юхса тăракан çĕре пилĕк таран кĕрсе тăрать. Хăранипе, çурхи шыв сивви те ăна сисĕнмен пуль. Çапла çăлăнса юлать салтак. Пишпÿлеке таврăнсан ÿпке чирĕпе чирлесе вилет. Ватăраххисем çак пулăма астăваççĕ те пуль.
Валентин Николаевăн романĕнче те питĕ интереслентерекен, чуна пырса тивекен вырăнсем нумай. Вăл 1917 çулхи революци хыççăнхи йывăр пурнăçа тĕрĕссипе сăнласа кăтартать: ял пурнăçĕ, геройсен калаçăвĕ, хутшăнăвĕ, пирĕн Пушкăрт енчи чăвашсен йăли-йĕрки. Авторăн çак роман пĕрремĕш, çавна пулах çитменлĕхĕсем те пур. Вĕсене лайăх редактор юсама пултарать. Анчах вăл чăн-чăн чуна тыткăна илекен роман. Унăн кĕскетнĕ текстне «Урал сасси» хаçатра пичетлерĕç. Интересленекенсем вуласа пăхма пултараççĕ. Вăл ман шутпа, Н. Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака» романне аса илтерет. Прозăра диалогсем тума кăткăсрах çав. Анчах автор пĕтĕмĕшле хăйĕн ĕçне путнă тейĕпĕр. Тăрăшса ĕçлет, малалла тăсма та ĕмĕчĕ пысăк. Турă ăна мехел патăр, пултарулăх вăйне ÿстерсе пытăр.
Лидия ШУРÇĂЛ, çыравçă.
Пелепей районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: