Урал сасси
+11 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
12 Мартӑн , 10:32

Ырăлăх тĕнчене сыхласа хăварать

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситек ялĕнче пурăнакан Наталия Ивановна Клишина – волонтерсен юхăмĕнче чи хастарри.

Ырăлăх тĕнчене сыхласа хăварать
Ырăлăх тĕнчене сыхласа хăварать

Ырăлăх пĕр çынна çеç мар, пĕтĕм обществăна улăштарма пултарать. Вăл уйрăмлăхсене якатать, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме май парать. «Ырăлăх» сăмах пирĕншĕн, Ситек ялĕнче пурăнакансемшĕн, Наталья Клишинапа тÿр килет. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа волонтер юхăмĕнче вăл чи хастарри, ялта «Ситек – фронта валли» ушкăн йĕркелерĕ.
Унăн чун ăшши пире çывăхлатрĕ, волонтерсен ĕçĕ усăллă, пирĕн пулăшу салтаксене питĕ кирлĕ, вăл çĕнтерĕве çывхартма пулăшать тенине çирĕплетрĕ.
Наталия Ивановна 1959 çулта Ситек ялĕнче механизаторпа культура ĕçченĕн çемйинче çуралнă. Унăн ĕçченлĕхĕпе интеллигентлăхĕ ашшĕпе амăшĕнчен куçнă. Вĕсем ялта хисеплĕ çынсем пулнă. Вăл хăйĕн йĕркелÿçĕ пултарулăхĕпе ыттисене тĕлĕнтерет, кирек епле ĕçе те яваплăха туйса, хастар та пултаруллă пурнăçлать. Унпа пĕр шухăшлисене, маскировка сечĕсем çыхма çÿрекенсене, салтаксен пурнăçĕсене сыхласа хăварассишĕн ырми-канми тăрăшакансене мухтас килет. Наталия Ивановна вĕсене юратса манăн «эрешменсем» тет. Паянхи кун тĕлне ситексем 70 ытла сеть çыхнă, çичĕ маскировка халачĕ хатĕрленĕ. Хăю хыççăн хăю явнă май кашниех салтаксен пурнăçне сыхласа хăварма пулăштăр тесе кĕл тăваççĕ.
Сетьсемсĕр пуçне Наталия Ивановнан ытти ĕçĕсем те нумай. Кил хуçалăхри ĕçĕсем, çемйи пирки каламалла та мар. Вăл фронта тата госпитальсене посылкăсем пуçтарса ярассине те, окоп çуртисем тăвассине те, «хамăрăннисем тата юттисем» çыхăсем çĕлессине те йĕркелесе ĕлкĕрет. Кунта фронт нушисем валли укçа-тенкĕ пуçтарассине те йĕркеленĕ.
Акă, вăл «Ситек – фронта валли» хăй ушкăнне яракан хăш-пĕр хыпарсем, чĕнсе каланисем. «Ырă кун пултăр! Паян эпир сеть çыхатпăр. Кăмăл пулсан килĕр, вăтанса ан тăрăр. Ĕç пурне те çитет. Ырă тума тăрăшăр, ырă ырăпах таврăнать». «Пирĕн аманнă салтаксем валли нускисем çыхакан ал ăстисене пысăк тав. Хĕрсем, эсир – маттурсем. Пур çĕре те ĕлкĕретĕр, çыхатăр та, сетьсем те хатĕрлетĕр. Сывлăхлă пулăр!». Ун сăмахĕсенчен ăшă туйăм, шанчăк вĕрет.
Ялта пурăнакансенчен пуринчен те Наталия Ивановнăна ырă чĕришĕн чунтан тав тăватпăр. Сире тата çемйĕре, «эрешменсем» туслă ушкăнăра ырлăх-сывлăх сунатпăр. Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса шанатпăр.
Ситек ялĕнче пурăнакансем.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: