Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ĕмĕр сакки сарлака

Асăннă статьяна çырас шухăш Виссарион Çĕнтерÿ кунĕпе саламласа шăнкăравланă хыççăн пуçра çуралчĕ.

Ĕмĕр сакки сарлака
Ĕмĕр сакки сарлака

Виссарион Николаевич Афанасьев – манăн пĕрремĕш вĕренекен. 1951 çулта педагогика училищине пĕтернĕ 9 студента тĕрлĕ шкулсене чăваш чĕлхине вĕрентме яма палăртрĕç. Эпĕ Авăркас районĕнче ĕçлессине суйласа илтĕм. Палăртнă вырăна çитсен РОНО ертÿçи Сергеев юлташ мана Наумьел шкулĕнче вырăс чĕлхи вĕрентме направлени пачĕ. Асăннă пĕлÿ çуртĕнче вырăс чĕлхи учителĕ пулманнине тата манăн дипломра лайăх паллăсем пулнине шута илсе çакăн пек йышăну тунă. Çапла эпĕ 2-мĕш класра ĕçлеме пуçларăм. Шăпах Виссариона вырăс чĕлхине вĕрентрĕм те. Вăл кевтипе пĕчĕк, питĕ правур ачаччĕ, лайăх вĕренетчĕ.
Шухăшласан, унтанпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ (1951-2024 çулсем). Эпĕ вĕрентнĕ ачасенчен чылайăшĕ манпа çыхăну тытать: çуралнă кунпа, уяв ячĕсемпе шăнкăравласа саламлаççĕ, хăнана та килсе каяççĕ. Çулсемпе самай ватă пулсан та, иртнĕ кун-çулшăн савăнатăп çеç. Тăватă районта ĕçлерĕм, çул çÿревсемпе экскурсисене тата походсене кайма юрататтăмччĕ. Çакăн çинчен «Урал сассинче» пĕрре мар «Эх, чух, çамрăк чух» статьясенче пичетленĕ. Район хаçачĕсемпе те тачă çыхăну тытрăм. Ытларах Пишпÿлек тăрăхĕнче ĕçлерĕм – 25 çул директор çумĕ пулса. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 44 çулпа танлашать. Ĕç опычĕ чылай пысăк пулнипе хаçата çырмалли нумай пулнă. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ. Çав шутра рабочисемпе ял хуçалăх ĕçченĕсем, ертÿçĕсемпе офицерсем, вĕрентекенсемпе тухтăрсем пур. Вĕсем çинчен хаçатсенче вуласа пĕлетĕп. Вĕренекенсем мана манманни маншăн чи пысăк награда. Награда тесен, эпĕ «Халăх çут ĕç отличникĕ» палла тивĕçнĕ. «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» паллă валли документсемпе сăн ÿкерчĕк кирлĕ тесе РОНОна чĕнсе илчĕç. Çакна пĕлсен хирĕç пултăм. Ман вырăна тепĕр вĕрентекен пысăк чыса тивĕç пулчĕ.
Иртнĕ пурнăçшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Кирек мĕнле ĕçе кÿлĕнсен те ята ямарăм: учитель, директорăн çумĕ, ял Канашĕн председателĕ, коммунистсен партийĕн секретарĕ пулса чунтан тăрăшрăм. Çамрăк чух сцена çине те тухнă. Ытларах кулăшла сценкăсене кăмăллатăм. Унсăр пуçне тĕрлĕ халăх çыннисемпе те килĕштерсе пурăннă. Тутар, мăкшă, вырăс, чăваш ачисене вĕрентрĕм. Паянхи кун эпĕ – анне, асанне, мăн асанне. Çакăншăн та савăнатăп.
Галина АЛЕКСЕЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: