Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
5 Октябрӗн , 15:00

Историнчи циркуль пĕлтерĕшĕ

Сергей, 48 çулта:– Истори урокĕсенчи чи юратнă темăсенчен пĕри XIX ĕмĕр варринчи Итали революцийĕ шутланатчĕ. Акă, Михаил Иванович вĕрентекен, указкипе хĕç пек шăхăрса, сывлăша çурса илсе пире Джузеппе Гарибальди полководецăн Рима хирĕç кайнă пĕрремĕш тата иккĕмĕш похочĕ çинчен хĕрÿллĕн каласа парать. Çав вăхăтра эпӗ истори учебникне уçрăм. Гарибальди портречĕ манăн кăмăла каймарĕ.

Историнчи циркуль пĕлтерĕшĕ
Историнчи циркуль пĕлтерĕшĕ

Унăн сÿннĕ куçĕсем преподавателĕн хĕрÿллӗ сăмахĕсемпе килĕшсе тăман пек туйăнчĕç. Джузеппе куçĕсенче пурнăç хĕлхемне çутас тесе эпĕ портфельтен циркуль кăлартăм, портрета икĕ хутчен тĕллерĕм. Куç шăрçисем пысăкланчĕç. Учебника чÿрече умĕнче тытса пăхсан витĕр çутă курăнать. Кĕнеке çинчи портрет самаях лайăх енне улшăнчĕ. Тепĕр минутран эпĕ, циркуль тата витӗр куракан Гарибальди парта çийĕн вĕçсе хăпартăмăр. Михаил Иванович вăйлă çын пулнине кĕтмен çĕртен туйса илтĕм. Вăл мана, пысăк кушак аçине тытнă пек, хăрах аллипе ĕнсерен тытса, пĕтĕм класа янăратса: «Çакăн пек преступлени тăвасса кĕтменччĕ», – терĕ. Манăн, хăраса ÿкнипе тата айăпланипе, чутах çÿç шуралмарĕ. Шкула атте-аннене чĕнтерчĕç, манпа калаçу ирттерчĕç. Тепĕр çултан Михаил Иванович кăларăм экзаменĕсенче мана «пиллĕк» паллă лартрĕ. Унтанпа 30 çул иртрĕ ĕнтĕ, эпĕ хамăн истори учительне час-часах аса илетĕп, вăл лайăх çынччĕ. Паллах, Джузеппе Гарибальдине те манас çук.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: