Темле-тĕр шкапран кинопроектор кăларчĕ, ун валли кинопленка тупрĕ, çаксене пурне те çыхăнтарчĕ, кино хускатрĕ те тухса кайрĕ. Историллĕ фильм пулчĕ, темле-тĕр паттăрсем монголсен пусмăрĕпе кĕрешрĕç, çапăçрĕç. Малтанлăха кино аван пек туйăнчĕ, анчах тепĕр икĕ минутран эпир, пĕр класра вĕренекен ачасем, кино пуçламăшĕнчен мар, вĕçĕнчен пынине ăнланса илтĕмĕр. Лентăна бобина çине тĕрĕс мар чĕркенĕ пулмалла. Çакă пире пăшăрхантармарĕ, хавхалантарчĕ çеç. Эпир çапăçу вĕçĕ пуçламăшне куçассине пĕрре те курман: касса татнă пуçсемпе алăсем каллех хăйсен вырăнĕсене «таврăнаççĕ» те çын çумне çыпçăнаççĕ-çке. Фантастика! Фильм çапла вĕçленчĕ: паттăрсем колоннăна тăчĕç те хăвăрт каялла чакса, хапхаран тухса кайрĕç. Çакăн пек хаваслă киносеанс йĕркелесе пачĕ пире ĕç учителĕ.