Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
6 Октябрӗн , 11:00

Мĕнпурне те куракан вĕрентекен

Марина, 38 çулта:– Игорь Михайлович ирттернĕ физика урокĕсене нихăçан та манас çук. Вăл шкулти чи ватă преподавательсенчен пĕриччĕ, тĕлĕнтермĕшле çынччĕ. Кашнинчех, тĕрĕслев ĕçĕсем вăхăтĕнче, ĕçсем панă май: «Ларăр та çырăр, манăн каймалла», – тетчĕ.

Мĕнпурне те куракан вĕрентекен
Мĕнпурне те куракан вĕрентекен

Класран тухсан, вăл хăй чăнах та тухса кайнине систернĕ пек, юриех урисемпе хыттӑн тăпăр-тăпăр тутаратчĕ. Чăннипе вара, чĕрне вĕççĕн алăк тавра утса çаврăнатчĕ, алăкпа унăн янаххи хушшинчи хушăкран пăхатчĕ. Çакă пирĕншĕн çав тери кулăшла туйăнатчĕ – пысăк хушăк, мăчлатакан куç! Чылайăшĕ: «Игорь Михайлович, эпир сире куратпăр!» – тесе кăшкăратчĕç. Вăл çавăнтах класа кĕрсе кашнинчех çакна калатчĕ: «Мӗнле сутăнчăксем эсир, кам çырса илнипе илменннипе пăхма та памастăр!».

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: