Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Редакци почтинчен
6 Октябрӗн , 15:00

Выçлăх çулĕсенче вĕрентекен пулăшрĕ

Елена, 85 çулхи амăшĕ каласа панинчен:– Шкула эпĕ вăрçă хыççăн 1946 çулта кайрăм. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне хĕлле анне хытă чирлерĕ. Эпир виççĕн пурăнаттăмăр – эпĕ, анне тата 6 çулхи йăмăк. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ – хыпарсăр çухалчĕ. Каярахпа вăл вилни çинчен пĕлтĕмĕр. Эпир выçлă-тутлă пурăнаттăмăр. Анне чирлесен йăмăкпа тĕпренчĕксем пуçтарма тытăнтăмăр.

Выçлăх çулĕсенче  вĕрентекен пулăшрĕ
Выçлăх çулĕсенче вĕрентекен пулăшрĕ

Анне ÿт температури пысăк пулнăран аташатчĕ. Эпĕ пăшăрханнипе икĕ каç çывăрмарăм – çывăх çыннăмăр ĕçме ыйтрĕ, таçта кайма хăтланчĕ. Ирхине манăн шкула каймалла пулчĕ. Иккĕмĕш урок вăхăтĕнче эпӗ парта хушшинче çывăрса кайнă. Ачасем кулаççĕ. Урок хыççăн учительница мана хăй патне чĕнсе илчĕ те: «Ачасене култарас тесе çывăрнă пек пултăн-и?» – тесе хыттăн ыйтрĕ. Эпĕ анне чирленине, çывăрса тăранманнине пĕлтертĕм. Учительница манран атте-анне, эпир мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлчĕ те киле ячĕ. Кăшт вăхăт иртсен алăка шаккарĕç. Уçатăп – вĕрентекен тăрать, аллинче портфель. Эпĕ хăраса ÿкрĕм, вăл аннепе ман çинчен калаçма килчĕ пулĕ тесе шутларăм. Хăна пÿлĕме кĕчĕ – анне температурăпа выртать, йăмăк шăпланчĕ. Вăл сывлăх сунчĕ, портфельне уçрĕ те унтан икĕ хаçат тĕрки туртса кăларчĕ. Пĕринче - йÿçĕтнĕ купăста тултарнă алюмини кастрюль, тепринче – пыл тултарнă кивĕ тимĕр кружка. Вĕрентекен аннепе тем çинчен шăппăн калаçрĕ, кучченеçсене сĕтел çинче хăварчĕ те тухса кайрĕ. Часах анне ура çине тăчĕ. Манăн куç умĕнче халĕ те сĕтеклĕ купăста тултарнӑ кастрюль тата авăнчăк авăрлă кружка тăрать, унăн ăшĕнче – сахăрланнă пыл татăкĕсем. Çакăнтан тутлăраххине эпĕ пурнăçра нимĕн те çимен пек туйăнать…

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: