Кукамай Мияки районĕнчи Дубровка ялĕнче пурăнать. Çывăх çыннăмăрăн юратнă киленĕçĕ – мĕн авалтан пыракан ал ĕçĕ – çыхасси. Кукамай 10 çулта чухне çăм арлама вĕреннĕ, çакăн хыççăн çыхма та тытăннă. Халĕ вăл тĕлĕнмелле илемлĕ япалсем ăсталать: ăшă нускисемпе алсишсем, пледсемпе палассем, саксем çине сармаллисемпе кавирсем. Йĕпсем унăн аллинче асамлă патаксене çаврăнаççĕ тейĕн, çипсем – чăн-чăн ÿнер хайлавне. Кукамайăн кашни эрешĕнче чун ăшшийĕ сисĕнет. Çыхасси уншăн киленÿ кăна мар, пурнăç йĕркине çаврăннă.
Эпĕ пĕчĕк чухне кукамай ман валли алса-нуски çыхатчĕ, халĕ те вĕсемпе савăнтарать. Унăн алли витĕр тухнă илемлĕ япаласем ÿте кăна мар, чуна та ăшă кÿреççĕ.
Çыхасси – хăйне евĕрлĕ те кăсăк киленÿ, çак ĕçре тимлĕ те чăтăмлă пулмалла. Çавăн чух çеç хăв аллупа хăтлă та кăсăк япаласем тума пулать. Эпĕ кукамая питĕ юрататăп. Вăл чи ырă та тимлĕ çынсенчен пĕри шутланать.
– Пĕр-пĕр япала çыхнă чух канма пулать. Çак ал ĕçĕ, шăплăхра тата пĕччен ĕçленĕрен, пăлхану-пăшăрхану çуратмасть. Унсăр пуçне пĕр-пĕр ыйту татса парассипе çыхăннă хăнăху туянма пулать. Сăмахран, пĕр куçа çухатса хăварсан ăна тупас тесен каялла таврăнмалла. Çавăнпа йĕпсемпе тата çекĕлпе çыхни питĕ усăллă ĕç, вăл пуç мимипе алăсене ĕçлеттерет, – ăнлантарса парать кукамай хăйĕн киленĕвĕ пирки.
Кукамай питĕ маттур çын. Çулĕсем пуррине пăхмасăр вăл пире ăшă парнелекен япалисемпе тата ырă чĕрипе савăнтарма вăй-хăл çитерет. Эпир ăна питĕ юрататпăр, унăн ырă кăмăлĕнчен, çивĕч ăсĕнчен тата ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнетпĕр. Вăл – пирĕн çемье хăтлăхĕ, пирĕн мăнаçлăх тата чи пысăк пулăшу паракан çын. Хаклă çыннăмăр хăйĕн хĕрĕсене те ал ĕçне вĕрентсе çитĕнтернĕ.
Григорий МЕЛЬНИКОВ мăнукĕ.
Мияки районĕ.