Пур хыпар та
Редакци почтинчен
25 Июлӗн 2025, 13:00

Ватăсене тимлĕхсĕр ан хăварăр

Газпромра ĕçленĕ май ялсем тăрăх çÿреме, газ плитисем, котелсем епле ĕçленине тĕрĕслемелле пулнăран чылай киле кĕрсе тухма тивет.

Ватăсене тимлĕхсĕр ан хăварăр
Ватăсене тимлĕхсĕр ан хăварăр

Ялсем пĕтсе пыни, çын шучĕ сахалланнине асăрхатăп. Паллах, çак пулăм чуна пырса тивет, кăмăла хуçать. Хăш-пĕр ялсенче вăй питти çынсемпе çамрăксем пурăннине, кил картишĕнче, урамра выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал курсан савăнатăп. Ял-саласен ĕç-хĕлне асăннă çынсем илсе пыраççĕ, пурнăç кĕртеççĕ. Шел пулин те, ытларах пайĕ – хăйсен ĕмĕрĕ вĕçнелле майĕпен утса пыракан ватăсем. Вĕсем те хăй вăхăтĕнче вăйлă пулнă, республика, çĕршыв пуласлăхĕшĕн тар тăкнă, çемье чăмăртаса ачисене çуратса ÿстернĕ, воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кайăксен йăви те чĕпписем ÿссен пушаннă евĕр ашшĕ-амăш çуртĕнчен ачисем хăйсен пурнăçне йĕркелеме тухса кайнă. Вăл - пурнăç саккунĕ. Çапла пулмалла та. Çын аталанмалла, çемье çавăрмалла, ача-пăча çуратса çитĕнтермелле, хăй хыççăн ырă йĕр хăвармалла.
Чылай чух пĕр-пĕр кил-çурта пырса кĕрсен хирĕç сас парса ватăсем тухаççĕ. Çурт пушаннă, ачисем çитĕнсе тухса кайнă пулсан та аслă çулхи çынсем çывăх çыннисем канмалли кунсенче килсе çÿренине пĕлтереççĕ. Чăн та, хăйсем аран кăштăртатса çÿресен те, кил-çурчĕ таса та тирпейлине асăрхатăн. Теприсен патне пырса кĕрсен вара ашшĕ-амăшĕсем патне ачисем сайра хутра е пачах та çÿременнине сăнама пулать. Çук, ватăсем вĕсене айăпламаççĕ: «Вăхăчĕсем çук вĕсен, ĕçлеççĕ, ачисене пăхмалла», – теççĕ. Кăмăллă çынсем хăйсем, аран утса çÿреççĕ пулсан та ларса канма, чей ĕçме сĕнеççĕ. Ăналантăп, çапла та пуль. Кашни çыннăн хăйĕн майĕсем, хăйсен пурнăç йĕрки, хаклăхсем. Анчах ватăсене ачисем тимлĕхсĕр хăварни чуна ыраттарать, салхулăх туйăмне çуратать. Паллах, вĕсем маншăн палламан çынсем, тепре тĕл пулăп-и вĕсене, çук-и тепĕр ыйту.
Турă ирĕк парсан эпир те ватлăх кунĕ тĕлне çитĕпĕр. Çапах та вăйсăрлансан та, ватăлсан та пурнăç йывăрлăхĕсемпе пĕччен юлмалла ан пултăрччĕ, ачасен пархатарне курма Турă пÿртĕрччĕ тесе ĕмĕтленетĕп. Халĕ эпир атте-аннене пулăшу памаллине мансан ачасем те ватлăхра пирĕн çинчен ас тумĕç.
Семен ГРИГОРЬЕВ. Авăркас районĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас