Кулнă чухне çăварăра алăпа хуплатăр пулсан эсир кăштах вăтанакан, хăвăр вăйăра ĕненмен çын. Ытларах чух айккинче тăрса юлма тăрăшатăр.
Пуçăра хыçалалла ярса кулатăр пулсан, эсир çынсене хăвăрт ĕненетĕр, туйăмăрсем хыççăн кайса кĕтмен ĕçсем туса хума пултаратăр.
Кулнă вăхăтра аллăрпа питĕре е çÿçĕре лекетĕр: ун пек ĕмĕтленме юратакансем е философсем тăваççĕ.
Кулнă чух сăмсăра пĕркелентеретĕр, куçăрсем выляççĕ пулсан, эсир – хĕрÿ кăмăллă çын, кăмăлăр хăвăрт улшăнма пултарать.
Аллăрпа янаххăра тытатăр пулсан, эсир хăвăр çулăртан çамрăкрах, нумай япалана шухăшламасăр тăватăр.
Куçăра хĕссе илетĕр пулсан хăвăрă хăвăр алăра тытма, хăвăр сăмахăр çине тăма пĕлекен, çав тери ăслă çын.
Çирĕп манер çук пулсан эсир – хăвăра евĕр çын. Хăвăр шухăшăра тĕп вырăна хуратăр.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.