-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăяра çаврашка (1-2 см), помидорсене хăвăра кирлĕ пек касмалла е аш арманĕпе авăртмалла, ыхрана çаврашкасем туса турамалла. Каснă хăярсене, помидора салата пĕçерме палăртнă пысăк савăта ямалла, тăвар, сахăр хушмалла, 1 сехет тăратмалла. Çак хутăша вĕреме кĕртмелле те 10 минут пĕчĕк çулăм çинче пĕçермелле. Сÿнтериччен 1 минут маларах уксус хушмалла. Салата 0,5 литрлă кĕленче савăтсем çине вĕрилле тултармалла та тимĕр хупкăчпа хупмалла.
Надежда РОДИОНОВА.