Пур хыпар та
Редакци почтинчен
17 Августӑн 2025, 12:00

Пахчаçă вăрттăнлăхĕсем

Пултаруллă пахчаçăсем хăйсене ытлашши тиевпе тăкаксенчен хăтарас тесе тĕрлĕ вăрттăнлăхсемпе усă кураççĕ. Паян сире ал айĕнчи япалсенчен хатĕрлемелли сĕнÿсемпе паллаштарасшăн. 

Пахчаçă вăрттăнлăхĕсем
Пахчаçă вăрттăнлăхĕсем
✅ Лейка вырăнне канистра
Лейка шучĕ темиçе пулсан та ытлашши мар. Пĕри килти чечексене, тепри крыльца çинчи рассадăна нÿрлетсе тăма, виççĕмĕшне теплицăра усă курма, тăваттăмĕш йăрансем шăварма кирлĕ. Çĕнĕ лейка туянма ан васкăр. Вĕсене пушă канистрăсенчен ăсталама пулĕ. Хупкăчĕ çинче темиçе шăтăк шăтармалла çеç.

✅ Бутăлкăпа шăварни
Çак меслет пахча çимĕçсене куллен шăварма май çук чух вырăнлă. Темиçе пластик бутылкăна шыв тултармалла та хупкăчне пĕтĕмпе пăрса лартмасăр çĕр ăшне чавса лартмалла. Савăтри шыв çимĕçсем патне майĕпен тата кирлĕ таран çитĕ.

✅ Сывлăша нÿретмелли хатĕр
Хаклă йышши теплицăсене çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ, вĕсем сывлăшри нÿрĕке, температурăна йĕркелесе тăма пулăшаççĕ. Ахаль поликарбонат теплицăсенче автоматика çук, кирлĕ ырлăха алăпа тума тивет. Темиçе пластик бутылкăн çÿлти пайне касмалла та шыв тултарса йăрансем хушшине лартса тухмалла. Çак хатĕрсем сывлăша нÿрĕкпе тивĕçтерĕç.

✅ Йăрансем валли протекторсем
Миçе хутчен шланг сĕтĕрнĕ чух çимĕçсене хуçман е тымарĕ-мĕнĕпе тăпăлтарса кăларни сахал пулман пуль сирĕн. Тунă ĕç сая ан кайтăр тесен йăран хĕррисене протекторсем лартăр. Кунта кĕленче бутылкăсемпе усă курса пулать. Йăран кĕтессисене хулăнрах патаксем чавса лартăр та бутылкăсене тăхăнтартса хурăр.

✅ Йĕрсене палăртни
Вăрлăхсем хушшинчи хушă пĕр пек, йĕрсем тÿрĕ пулччăр тесен çак ансат хатĕр пулăшĕ. Ансăр йывăç хăма (брусок) çине хĕрлĕ эрех хупкăчĕсене пĕр пек хушă хăварса пăрса лартмалла. Хăмана çĕр çумне пусса хĕстерсен бутылка хупкăчĕсем путăксем хăварĕç. Çавсене çимĕç вăррисене пăрахмалли çеç юлĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас