Пур хыпар та
Редакци почтинчен
17 Августӑн 2025, 10:00

Шăнасене хамăр алăпа тунă капкăнпа тытатпăр

Шăнасене пылак шăршă илĕртет. Пан улми уксусĕ – вĕсемшĕн питĕ лайăх илĕртмĕш. Шăнасене тытмалли капкăна пилĕк минутрах туса хума пулать.

Шăнасене хамăр алăпа тунă капкăнпа тытатпăр
Шăнасене хамăр алăпа тунă капкăнпа тытатпăр

Ăна хатĕрлеме пан улми уксусĕ, кĕленче савăт е стакан, апат-çимĕç пленки, хачă кирлĕ. Пĕр те пĕр савăт тĕпне 2-3 см уксус яратпăр та ăна апат-çимĕç пленкипе лайăх витетпĕр, айккисене шăтăк хăвармасăр çыпăçтаратпăр. Пленка варринче пысăках мар шăтăк тăватпăр. Капкăна чÿрече çине е çÿп-çап витри патне лартатпăр.
Уксус шăрши шăнасене илĕртет, вĕсем шăтăкран шала вĕçсе кĕреççĕ те каялла тухаймаççĕ. Шăна нумай пуçтарăнсан савăта ывăтма е шăнисене кăларса тăкма юрать.
Эфир çăвĕсем вара шăнасем пÿрте кĕресрен лайăх сыхлаççĕ. Лемонграсс, пĕтнĕк, эвкалипт тата лаванда шăршисем вĕсене хăратаççĕ.

Усă курмалли мелсем:
10-15 тумлам çăва шывпа хутăштармалла та пульверизаторпа пÿлĕме сапса тухмалла.
Аромадиффузорсемпе тата тутлă шăршăллă çуртасемпе усă курăр.
Шăршăллă çăва мамăк дисксемпе çитса татăкĕсем çине тумлатмалла та алăк е чÿрече çине хумалла.
Çак меслетсем питĕ витĕмлĕ пулнине, унсăр пуçне пÿлĕмре кăмăллă лару-тăру йĕркеленнине те каласа хăвармалла.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас