Кучченеç вырăнне хам ӳстернӗ пахча ҫимӗҫе карçинккана татса хутӑм та вӑш-ваш тухса кайрӑм.
Халь ӗнтӗ, хӑвӑр пӗлетӗр, картасем ҫӳллӗ, йӑпӑр-япӑр никам патне те кĕрсе пулмасть. Ак, тӑратӑп хапха умĕнче, ӑнтан кайса шӑнкӑравлатӑп, никам та тухмасть. Тӗксе пӑхрӑм, алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ. Кил картине кĕрсен манӑн кӳршĕ кутне мӑкӑртса пахчара чакаланнине асăрхарăм. Йытти вӗрнине илтсен, пуçне ҫӗклесе мана курчӗ те ҫавӑнтах васкаса пычӗ. Эпӗ вара илсе килнĕ кучченеҫе аллинчен тыттартӑм. Куҫӗсене чакӑртса, манӑн ҫимӗҫе аллипе ҫавӑркаласа
– Ку тата мӗн? – тесе ыйтрĕ те пӳрте чӗнчӗ.
Эпӗ ун хыççăн утса:
– Ар-ти-шок, – сыпӑкласа каларăм. Кӳршĕ пӗҫҫине ҫапса:
– Мӗнле шок?
Эпӗ татах яйласа:
– Ар-ти-шок!
– Ай, Тур-тур, пурнӑҫӗ кашни кун, «шок ҫине шок», тата пахчара та шок ӳстеретпӗр-ши ӗнтӗ халь, – тесе мана сӑйлама пуҫларӗ.
Чей ӗҫнӗ чух хайхи усӑллӑ ӳсен-тӑран ҫинчен хам мӗн пӗлнине каласа патӑм. Хут ҫине унран мӗнле апат хатĕрлемеллине те ҫырса хӑвартӑм. Тӗплӗнрех пӗлес тесен, интернет уҫса пӑхма хушрӑм. Ҫапла кӳршĕ арăмне «шок» туса килтĕм.
Хисеплĕ вулакансем, сире те артишокран хатĕрлемелли рецептпа паллаштарасшăн.
Кирлисем: 5 артишок пуҫӗ, 50 г хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, пĕр лимон, хăвăра кирлĕ чух сахӑрпа тӑвар.
Артишок пуҫӗсене ҫуса типӗтетпӗр, хытӑ тӑррине касса пӑрахса, икӗ пая пайлатпӑр, мамӑк евĕр ӑшне, кашӑкпа чакаласа тасататпăр та лимон сĕткенĕпе сӗретпӗр – ан хуралтӑр тесе. Вĕрекен шывра 15 минут пӗҫеретпӗр. Кайран 5 минут ҫатма ҫинче ҫу ярса, тӑварпа сахӑр сапса ӑшаласа илетпĕр. Ҫиелтен хăвăр юратнӑ соуса сĕрсен те юрать. Пулчӗ, хатӗр. Апачĕ тутлӑ пултӑр!
Артишока халалласа сăвă йĕркисем те çуралчĕç.
Артишок саркаланса,
Сарăлса ӳссе ларать,
Чӑрмантаракансенчен
Ӑна Яша хураллать.
Елена ПЕТУХОВА.
Мелеуз хули.