– Ну, юрě, ку сирӗнпе ҫыхӑнмалли сӑлтав çеç пулчĕ. Тĕрӗссипе, тепре тĕл пуласшӑнччĕ. Эсир килĕшрĕр мана. Кинона е кафене кайма хирӗҫлемӗр-и? – каларӗ арҫын.
– Çук! Унта юратнӑ упӑшкапа кӑна çӱретĕп! – лаплаттартӑм та телефона сӱнтертĕм.
Тата хăртас шухӑш та пурччӗ, алӑ султӑм. Ара, çемьеллӗ мар-ҫке эп, ӑна суйрăм. Мана шăпа мăшӑрланмашкӑн пӱрмен-тĕр тесе ирĕксĕрех шухӑшлатӑп. Пĕрре пăхсан - сăнран аптӑрамастӑп пек, тепре – хӑранипе тармалла пек. «Хамӑра юратмалла», – ĕнентерет пĕр юлташăм кашни кун. Тĕкĕртен пăхса йӑл кулмалла тет. Пустуй япала çеç пуль ку, мана пулӑшмарӗ. Халĕ те савни тупайманнин сӑлтавĕ ухмахла характерта мар-ши? Пĕлетӗп: кăмӑл-туйӑма урхамах пек тилхепепе тытса чараймăн. Пĕлĕш арçынсемпе кăнттаммăн калаçнăран вĕсем мана «мужик» тесе чĕнме пуçларĕç. Хама хĕрарăм пек тытма пĕлместĕп пуль, анчах чунпа эпĕ – чи хÿхĕм чечек. Çакна витĕр куракан савни ăçта çĕтсе çÿрет-ши?
Шухăшсемпе телейсĕр пĕрремĕш юрату патнех çитнĕччĕ – каллех шăнкăрав.
– Кăмăлу улшăнмарĕ-и? – хайхи таксист парăнасшăн мар-мĕн.
Пурпĕр çирĕп тăтăм, вирлĕн сăмах çине сăмах хуравларăм. Юлашкинчен кăмăла çавăрма пултарчех. Яка калаçма ăçта вĕреннĕ-ши? Пĕрре курнăçнипе çылăх пулмастех. Унчченхи тĕлпулура ун çине йĕркеллĕ пăхман эпĕ. Хальхинче тимлĕн сăнарăм вара: куçĕ хăмăр, ăшшăн пăхаканскер, çырă çÿçлĕ, вăтам пÿллĕ кăмăллă арçын. Кино кайса куртăмăр. Хыççăн уçăлса çÿренĕ май калаçу аван сыпăнчĕ, унпа тавлашас, вĕчĕрхенес кăмăл та сĕвĕрĕлчĕ. Çăмăл машинипе киле çитиех леçсе ячĕ. Кăшт калаçса ларас килетчĕ пулин те хама ĕçлĕ çын пек тытса машинăран тухрăм, Денис тапранма васкамарĕ-ха. Эпĕ алăкран кĕрсе çухаласса кĕтрĕ-ши? Чăтса тăраймарĕ, автомобильтен тухса ман пата хăвăрт çывхарчĕ, самантран унăн вĕри ытамне лекрĕм. Пĕтĕм вăя пухса арçынна тĕксе ятăм, киле васкаса кĕтĕм. Ун пек хутшăнусене хăнăхман эпĕ, хумханнипе хама тискер чĕр чун пек тытрăм пуль. Денис пирки нумай шухăшларăм, вăл кĕтнĕ шăпа парни мар-ши? Тен… Чим-ха, «Урал сасси» хаçатĕнчи гороскопа тишкерес. Унта çапла çырнăччĕ: интереслĕ тĕлпулу кĕтет. Телей кайăкне алăран вĕçертмелле мар имĕш. Пĕр каçхине килте сериал пăхса выртаттăм. Ăнсăртран çав тери кичем пулнине туйса илтĕм, телефона алла илсе Денис патне шăнкăравларăм. Манăн телей кайăкĕ вăлах мар-ши терĕм.
– Итлетĕп, хĕвелĕм, – палланă сасă калаçăва çапла пуçлани чунри чечекĕме çеçке сарма пулăшрĕ.
Мана юртан тунă пулсан вырăнтах ирĕлсе кайăттăмччĕ.
– Эпĕ сирĕн машинăра темскер манса хăварнă пулмалла… – хуравларăм шăппăн.
– Мĕн-ши?
– Хамăн телей кайăкне…
Гороскоп суйман иккен. Дениспа пĕр вăхăт тĕл пулнă хыççăн мăшăрланмашкăн тĕллевлерĕмĕр. Кĕркунне туй кĕрлеттерĕпĕр.
Надя.
Салават хули.